07 апреля 2017 г.
Профилактика тĕлĕшпе тăва- кан прививкăсем чир-чĕртен сыхлаççĕ, ăна çăмăлтарах чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Уйрăмах ача-пăчана хĕрлĕхен (корь), дифтери, полиомиелит, паротит, коклюш, краснуха чирĕсенчен прививкăсем туни питĕ кирлĕ. Çак чирсем ытларах сывлăш урлă лекеççĕ. Вĕсем чирлĕ çынран сунаспа, ỹслĕкпе, куççульпе сывлăша лексе сыввине ереççĕ. Пĕр çуртра пурăнакан ачасенчен пĕри чирлерĕ пулсан, ыттисен умне хăрушлăх тухса тăрать.
Халĕ медицинăра çак чирсене хирĕç кĕрешес меслетсенчен пĕри вăл _ профилактика прививкисем. Вакцинăсене лаборатори условийĕсенче хатĕрлеççĕ. Ачасене прививкăсем тусан кĕлеткере антителасем пулса каяççĕ, çапла вара чылай вăхăт инфекци чирĕнчен упраççĕ. Антителасем вируссене тĕп тăваççĕ. Прививка хыççăн кĕлеткере нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ.
Хăрушă чирсенчен сыхланасси хăвăртан килет. Çавна май вакцинаци мероприятийĕсем çине пысăк яваплăхпа пăхма, медицина учрежденийĕсене медицина ĕçченĕсем каланă вăхăтра çитме тăрăшмалла.
Г. ПЕРЕПЕЛКИНА, эпидемиологи тухтăрĕн пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)