АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш сăмах калама эс ан ман

07 апреля 2017 г.

 Районти тĕп больницăн травматологи уйрăмĕнче сипленекенсем хушшинче çамрăкки те, аслăраххи те, ватти те, выртаканни те, лараканни те, çỹрекенни те пур. Анчах кирек хăшĕн патне те тимлĕх кирлĕ. Пациентсем кунта пурте сусăрланнăран лекнĕ. Хамăр район çыннисем çеç сипленмеççĕ тата. Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕнчен те пайтах. Хăшĕн патне килсе çỹреме те аякра. Тепĕр чухне çывăх çыннисем те ерçеймеççĕ. Çавăнпа сипленекенсем патне тимлĕх тата та ытларах кирлĕ. Ăшă сăмахне пурин валли те тупаççĕ уйрăм заведующийĕ А. Петров, А. Иванов, Ю. Липатов травматологсем. Медицина сестрисем те калаçма ỹркенмеççĕ. Вĕсен чунри ăшăлăхĕ сывалакансемшĕн сиплĕ эмел пулнине туяççех.

_ Чăтăмлăскерсем ĕçлеççĕ пирĕн уйрăмра. Ĕç вырăнне улăштаракансем çукпа пĕрех. Медицина сестрисен ĕç стажĕ пурин те вăтăршар çул патнелле,_ тет 1985 çултанпа çак уйрăмра ĕçлекен Р. Тимербулатова аслă сестра.

Врач пулăшуçисем ытларахăшĕ куçса çỹрекен графикпа ĕçлеççĕ. Урăхла каласан, черетлесе талăкĕпех постра пулаççĕ.

_ Ачасем çамрăкрах чухне кансĕртерехчĕ. Халĕ ывăлăм Хусана, хĕрĕм Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садне ĕçе вырнаçнă. Кĕпе аркинчен çакăнса йĕрекенни çук. Килти шухăш ĕçе килмест,_ тет постри медицина сестри М. Хуснетдинова.

Милявше Керкеновна ĕç кĕнекине тĕп больницăра уçнă. Унта травматологи уйрăмне вырнаçни паллă. Çавăнтанпа 29 çул иртсе те кайрĕ. Çие шурă халат тăхăниччен вăл Шăнкăртамри вăтам шкулта 8 класс таранччен вĕреннĕ. Унтан Шупашкарти медицина училищинче пĕлỹ пухнă.

Ĕçĕ килĕшни савăк кăмăлĕнченех паллă. Пациентсемпе çепĕç вăл. Аслисем каланине итлеме, вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Ĕçри юлташĕсемпе пĕр сăмахра. Тата мĕн кирлĕ пурнан пурнăçра. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Сывалса тухакансем кашнинчех ăшшăн тав тăваççĕ...

Йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ Милявше. Вунă пĕртăван вĕсем. Кĕçĕнни хĕр пулнă. Аслисене итлесси, пĕр-пĕрне хисеплесси, ашшĕ-амăшне сума сăвасси ачаранах çирĕпленнĕ унра. Пуррине çурмалла пайлама, çуккине пур тума хăнăхнине те ырламалла.

А. Астраханцева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика