07 апреля 2017 г.
"Авангард" хаçатра О. Павлован "Ачасене ырра çеç хăнăхтарасчĕ" статйине темиçе хут та вуласа тухрăм. Питĕ тĕрĕс çырнă. Мана, ача садĕнче нумай çул тăрăшнă çынна, тата пĕр ыйту канăç памасть: мĕншĕн хальхи ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма пĕлмеççĕ? Çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕн туслă пулма вĕрентмелле. Ирхине пепкене садикре тăратса хăварнă чухне хăйне лайăх тытмаллине, ыттисене кỹрентермелле маррине каласа хăварсан ушкăнра вĕсен тыткаларăшĕ урăхларах. Паян вара çывăх çыннисем ачисене вăрçăнма, тантăшне çапма пултарнишĕн маттур теççĕ. Каярах çак шăпăрлансем аслисемпе, кун çути парнеленĕ çыннисемпе тавлашма пуçăнаççĕ, хирĕçеççĕ. Ун чухне ашшĕ-амăшĕ хăйсем йăнăшнине ăнланса илеççĕ, анчах кая юлаççĕ.
М. ШУРЯШКИНА. Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)