07 апреля 2017 г.
Сĕт пахалăхĕпе районти патшалăх ветеринари специалисчĕсем интересленсех тăраççĕ, çавна май ялсене кайсах çỹреççĕ, сĕт пахалăхне тĕрĕслеме пробăсем илеççĕ.
Апрелĕн 5-мĕшĕ тĕлне 395 проба илнĕ, унтан 20-не Патăрьел зонинчи ветеринари лабораторийĕ, ыттине районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пахаланă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче специалистсем сĕтĕн çу, белок хисепне, шыв хутăштарнине пăхнă. Ĕне паракан продукцине "авлантарнă" тĕслĕхсем те палăрнă.
Район территоринче сĕт йышăнакан 6 пункт _ "Молвест", "Батыревское молоко", "Козловский молочный завод" (Пашьелĕнче), "Молком", "Вурнарский завод СОМ" (филиалĕ Кивĕ Ахпỹртре), В. Мулеев предпринимателĕн _ ĕçлет. Вĕсене сĕт Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен тата Тутар Республикинчи Пăва районĕнчен илсе килеççĕ. Ветеринари специалисчĕ- сем лаборантсемпе пунктсенче те час-часах пулаççĕ, тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)