АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕх _ чул хỹмерен çирĕпрех

07 апреля 2017 г.

 Çĕршывра ветерансен канашне 1986 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Пирĕн республикăра вара ăна 1987 çулхи февраль уйăхĕнче туса хунă. Çак юхăм Патăрьел тăрăхне те çитнĕ. Унăн малтанхи ертỹçи О. Седойкина, кайран В. Владимиров пулнă. Мартăн 30-мĕшĕнче районти ветерансен канашĕ 30 çул тултарчĕ. Çак ятпа ял тăрăхĕсенчи ку енĕпе суйланнă яваплă çынсем районти тĕп библиотекăна пухăнчĕç. Районти ветерансен канашĕн председателĕ И. Хитров отчет туса пачĕ.

Мĕнле ĕçсем туса пынă-ха çак тапхăрта? Пенсионер-ветерансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе вĕсен пурнăçне лайăхлатас тесе тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем патне тухнă. Аслă çулхисем хăйсем пурăнакан ялсенче тирпей-илем кĕртес, çул-йĕрсене йĕркеллĕ тытса тăрас ĕçсене явăçаççĕ. Ял хăтлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Ватăсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те çĕклерĕç. Больницăсенче хăш-пĕр медицина пулăшăвĕсене лайăхлатса пымалли çинчен каларĕç. Эмелсен хакĕсем палăрмаллах ỹснине палăртрĕç.

Отчета вăтам хак пачĕç. Ветеран-пенсионерсенчен йĕркеленĕ концерт кăмăла кайрĕ. П. Никитин, А. Шакин музыка ертỹçисем ертсе пынипе шăпчăк сассиллĕ М. Иванова, Р. Семенова, В. Салмин тата ыттисем те хăйсен савăк юррисемпе савăнтарчĕç. Я. Степанов ĕлĕкхипе паянхи пурнăçа сăнлакан поэма вуласа пачĕ. Л. Ларкузова пурнăçа çутатакан сăн-сăпатлă сăвăсем каларĕ. Чи хастаррисене грамотăсемпе чысларĕç. Ăна илме В. Антонов, И. Кошкин, В. Салмин, Г. Ларкузов, Я. Степанов тивĕç пулчĕç.

А. ФРОЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика