11 апреля 2017 г.
Вируслă В гепатит ерекен чир шутланать, вăл пĕвере вăйлă сиенлет. Кайран цирроз е пĕвер шыççи (рак) чирĕсем аталанма пултараççĕ. Çак вирус çыннăн организмĕнчи шĕвексенче тĕл пулать, уйрăмах юнра нумай. Мĕнле палăрать-ха çак чир? Аппетит ерипен чакса пырать, вăй пĕтет, лĕклентерет, хăстарать, сылтăм аяк пĕрчи айĕнчен, шăмăсен сыпписемпе мышцисем ыратаççĕ. Хăш-пĕр çынна сарă тĕс çапать: çан-çурăмне, куç шуррине.
Гепатит ерни паллă пуличчен 3-4 эрнерен пуçласа 5-6 уйăх таран та иртме пултарать. Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел _ прививкăсене вăхăтра тутарни. Вăл пĕвер ракĕнчен те упранма май парать. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕнчи наци проектне пурнăçа кĕртсе хальхи вăхăтра районта шăпах ачасене тата 18-55 çулсенчи çынсене вакцинаци тăвас ĕç пырать.
Г. ПЕРЕПЕЛКИНА, эпидемиолог врач пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)