11 апреля 2017 г.
Çамрăклăх _ этем пурнăçĕн- чи чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă вăхăт. Шкулсенчи аслă классенче вĕренекенскерсем ачалăхран яшлăха куçнă тапхăрта пыраççĕ. Кирек камăн та малтанхи çепĕç те ырă, вылянчăк туйăмсем пурах-çке. Пытарма кирлĕ мар, чылай чухне пурнăç кукăр-макăрне шкул çулĕнчи çамрăкăн куç курмасть, аслисем ăс парса каланисене те хăлха илтесшĕн мар. Интернет урлă пирĕн пурнăçа çĕмĕрсе кĕрекен киревсĕр те ултавлă информаци вара тутлă çимĕç пекех илĕртет. Пиччĕнпе тỹнтере пĕлсех кайман çамрăка мĕн тăвас килни хыççăн кайса пуçа çухатма, чипер пурăннă çĕртех нихçан тỹрлетме çук пысăк йăнăш туса хума ним те мар.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине йĕркеллĕ çын тăвас, лайăх пурнăç туса парас тесе мĕн пултарнă таран тăрăшать. Тепĕр чух вĕсен юратăвĕ те суккăр пулса тухать. Хĕрĕн е ывăлĕн тĕрĕс мар пĕр утăмĕ аслисене инкеке кĕртсе ỹкерме, йывăр хуйхă патне илсе çитерме пултарать.
Эппин лайăхпа начара уйăрма, киревсĕр пулăмран хамăра-хамăр сыхлама, усал ĕç тăвасран асăрханма вĕренмелле пирĕн, тĕрĕс те сывă пурнăç йĕркине суйласа илмелле. Начарри ан çыпăçтăр, усалли аякра тăтăр. Çак ыйтусен йĕри-тавра калаçу пуçарчĕ Сăкăтри вăтам шкулти Т. Анюрова социаллă педагог тăххăрмĕш класри хĕрсемпе.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)