11 апреля 2017 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта "Хура пуçлă кăсăя _ çулталăк кайăкĕ" темăпа экологи урокĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Экологи çулталăкне халалларĕç. Малтанах Е. Иванова библиотекарь Раççейри кайăксене сыхлакан пĕрлешỹ хура пуçлă кăсăяна çулталăк символĕ тесе палăртнине пĕлтерчĕ. Унтан библиотекăри ăна сăнлакан кĕ- некесемпе паллаштарчĕ.
Малалла урока Пĕтĕм Раççейри "Пĕрле тăватпăр" акцин эколидерĕ Д. Иванова ертсе пычĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенрен çĕннине нумай илчĕç ачасем. Хура пуçлă кăсăя çинчен презентаци пăхрĕç.
Раççей вăрманĕсенче тĕрлĕ кайăк нумай. Чылайăшĕ вĕсенчен хĕл каçма ăшă еннелле вĕçсе каяççĕ. Пирĕн пата юлаканнисем те пур. Кайăксем йĕркеллĕ хĕл каçчĕр тесен вĕсене апат пани те вырăнлă. Пулăшма ỹркенмеççĕ шкул ачисем çунатлă туссене.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)