11 апреля 2017 г.
Сывлатăр Хĕвел хĕртет, çĕр типет, унта та кунта сапаланса выртакан çатăрка пакет, пластик савăт, хут унталла та кунталла вĕçет. Пирĕн хуçалăх икĕ лавккапа юнашар вырнаçнăран çаксем тỹрех куçа тирĕнеççĕ. Трактор-машина иртсе каймассерен краççын, бензин, çу тумламĕсем симĕссĕн-кăваккăн курăнса шăнкăртатса юхакан шывпа Аслă Пăлана сăрхăнаççĕ...
Иртнĕ çул, депутат пулнă май, хамăн суйлавçăсем патне килĕрен çỹрерĕм. Çут çанталăка упрасси, техникăна урамра лартма юраманни пирки ăнлантартăм. Хăшĕ-пĕринпе сасă хăпартса та калаçма тиврĕ, анчах усси курăнмарĕ. Трактор-машинине халь те пĕлтĕрхи пекех тытаççĕ. Кăçал мĕнлерех ĕçлемелле-ши тавралăха варалакансемпе?
Маларахри çулсенче çынсем урăхларахчĕ: каласан итлетчĕç, хушнине пурнăçлатчĕç. Халь самани пĕр-пĕринпе урлă пурăнма вĕрентет-ши е хамăра-хамăр хисеплеме пăрахрăмăр-ши? Ăнланмалла мар. Массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах çут çанталăка упрасси, тирпейлĕ пурăнасси çынран çеç килнине пĕлтереççĕ. Анчах хăлхасем илтми, куçсем курми пулчĕç-ши?
Ача-пăча лавккаран тухать те ашшĕ-амăшĕ умĕнчех шоколад-конфет хучĕсене сỹсе илсе çилпе вĕçтерет, çав вăхăтрах хăйсем урнăпа юнашар тăраççĕ. Çакна аслисем кураççĕ, анчах кун пек тума юраманнине вĕрентсе каламаççĕ. Начар ене шкулта вĕрентекенсен те асăрхаттармалла пек _ пулса пĕтмест. Хăйсем те ачисенчен кая юлмаççĕ. Тирпей ыйтăвĕпе пурте пĕрле вăй хумалла.
Хуласенче таса тетпĕр, унта кашни подъездра, урамра темиçе çĕр çын укçалла ĕçлет. Эпир те кам та пулин хăйĕн хулăм кĕсйинчен нухрат кăларса парсан тар тăкма пикенĕпĕр-ши? Çакăн патнелле пыратпăр, кĕçех çитетпĕр пек туйăнать. Хăш-пĕр çын иртнĕ саманари йăласене аса илтернине юратмасть. Ун чухне те лайăххи те, начарри те пулнă, пирĕн вара ыррине манăçа кăлармалла мар. Вăл вăхăтра хирсене имçам сапас умĕн ана çине выльăхсене кĕртме юраманни, вĕлле хурчĕсене вĕçтермелле марри пирки эрне маларах пичетре кăлараттăмăр. Уйсенче "Имçамланă!" тесе çырнă табличкăсем лартнă. Имçам савăчĕсене каялла леçмесен хими препарачĕсене урăх памастчĕç. Тĕрĕс тунă. Халь вĕсем санкцилемен купасенче выртаççĕ.
Хими препарачĕсене те хăш-пĕр çынсем ирпе те, каçпа та сапаççĕ. Инструкцине те вулаççĕ, те çук _ калаймастăп. Çум курă- кĕпе хурт-кăпшанки çеç пĕттĕр, ытти пирки никам та шухăшламасть. Пĕлсе ĕçлемелле тесшĕн эпĕ, мĕншĕн тесен хам та йăнăшса курнă. Пуçлă суханăн пĕр анине ирпе, теприне кăнтăрла имçампа сирпĕтрĕмĕр. Иккĕмĕш уйри çимĕç çулçисем пĕтĕрĕнсе пĕтрĕç. Сухана, тăпрана анализа патăм, кăтартусем пурте йĕркеллĕ килчĕç. Тепĕр 2-3 уйăхран "Защита растений" журналта статья тухрĕ, унта эпĕ усă курнă препарата сывлăш температури 18-20 градус чухне çеç сапмалла тенĕччĕ. Инструкцинче кун пирки çырманччĕ. Çакна калас килет: темле чаплă имçам та пулас тухăçа 5-10 процент чакарать.
Пирĕн ял тăрăх территорийĕпе Аслă Пăла юхса иртет. Çĕр пайĕсене те унăн çыранĕсем енĕпе уйăрса панă. Валеçнĕ чухне çыран хĕррисене 15-20 метр виçмесĕр хăварнă. Паян кунта çуран иртсе кайма та сукмак хă- варман: сухаланă, акнă. Çуркунне ейỹ тăпран паха сийне Пăлана илсе каять, çăл куçсене хуплать, çавна май юхан шыв ăшăхланса пырать, çĕр эррозийĕ пуçланать. Çуллахи вăхăтра ирлĕ-каçлă çĕр çинчен имçам юлашкийĕсем пăсланса хăпараççĕ, асамат кĕперĕ пекех курăнаççĕ. Ăçта каяççĕ тетĕр-и? Паллах сывлăша тата Пăлана.
Хими препарачĕсемпе усă куракансемех гербицид сапнă хыççăн тепĕр кунах хирте ĕçлеме пуçăнаççĕ. Тĕрĕссипе вара 7-10 талăк иртмесĕр пĕр чĕрĕ чунăн та кĕме юрамасть. Кайран мĕншĕн çынсем 40-50 çултах вилнинчен тĕлĕнетпĕр.
Вăрман, уйрăмах хырпа чăрăш, кислород кăларса сывлăша пуянлатать. Пирĕн тăрăхра та вĕсем нумай, çуллен тата çĕннисене лартатпăр. Анчах çын ĕçне хисеплеместпĕр, çавна май çамрăк хунавсене тымар яричченех пĕтеретпĕр. Ял çывăхĕнче "Каенсар" вăрман-заповедник вырнаçнă. Лесник пур чухне унта кĕрсе тухма кăмăллăччĕ. Кун пирки "Авангард" хаçатра та темиçе хут та çырса кăтартнăччĕ. Паян пырса кĕрейместĕн. Хуçăлса ỹкнĕ хурăнсем çĕрте выртаççĕ. Чăрăшсене пĕчĕклех короед çиет, халь хырсем çине куçрĕ. Çывăх вăхăтра Кĕçĕн Арапуçсем Аслă Арапуçсене алă сулса сывлăх сунма пуçлĕç. Мăнуксем кунта тахçан канмалли вырăн пулнине пĕлмесĕрех юлас хăрушлăх пур, çакăншăн чун ыратать.
РФ Президенчĕ 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Кăçал çут çанталăка варалакансемпе вирлĕн кĕрешмелле! Кашни çыннăн тирпей-илем- шĕн, хамăр тăрăх ешертĕр тесе тăрăшмалла, ун чухне ỹпкесем уçă сывлăшпа сывлĕç, чирлекенсем те сахалланĕç.
В. БАЗМАНКИН, АПК ветеранĕсен совечĕн членĕ, ял тăрăх депутачĕ. Кĕçĕн Арапуç
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)