11 апреля 2017 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче тĕрлĕ аслă шкулта е училищĕре вĕренекен студентсем ялсене пĕр-пĕрин патне хăнана çуренĕ. Питĕ пысăк савăнăçчĕ вăл юлташ патне инçе çула тухасси. Çак тĕллевпе канмалли кунччен маларах автобус çине билет илсе хунă, мĕншĕн тесен шăматкун халăх питĕ нумай пулнă. Каçсерен вара клубра ташă каçĕсенче савăннă. Астăватăп-ха, вăл вăхăтри "Бони М", "АББА" ансамбльсен юррисемпе мĕнлерех авкаланнине. Хăна хĕрĕсене ял каччисем туххăмрах куç хыватчĕç. Пытарма кирлĕ мар, çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштерсе мăшăрланнисем те пулнă.
Нумай пулмасть Шупашкарта пĕрле вĕреннĕ тантăшăма куртăм. Пĕр-пĕрне чылайранпа курманскерсем, ыталансах илтĕмĕр! Кĕске тĕл пулура пĕр-пĕрне пỹле-пỹлех калаçма тытăнтăмăр. Пĕр-пĕрин пурнăçне пĕлес килет-çке. Сăмах ачасем, мăшăрсем çине куçрĕ. Унăн ашшĕпе амăшне хăна хĕрĕ чухнех çывăх пĕлнĕрен, вĕсен сывлăхĕпе те кăсăклантăм. Ват çынсем ачисемпе юнашар пулни телей-çке! "Халь те пурăнаççĕ-ха, 90-ран та иртрĕç ĕнтĕ. Йăлăхтарсах çитерчĕç. Атте вырăнпах выртать, анне те япăхлансах пырать, пăхсах тăмалла. Вĕсене пулах аппапа вăрçăнса кайрăмăр. Аттепе аннен хăйсен хулара хваттер пур, анчах та çулла яла каясшăн вĕсем, пирĕн вара унта пурăнас килмест. Çавăншăн тавлашатпăр аппапа", _ терĕ ман тантăшăм пĕр вĕриленсе, пĕр тарăхса тенĕ пек. Эпĕ шалт! хытса кайрăм. Çакна илтсен тантăшăмпа малалла калаçас та килмерĕ. Çылăх пулсан та, "васкамалла-ха манăн",_ тесе суйрăм та утса кайрăм. Пуçра вара тантăш каланă сăмахсем пĕрин хыççăн тепри пăраларĕç. Хамăра чун панă атте-анне нивушлĕ ачасемшĕн ытлашши пулма пултарĕç? Хамăр та атте-анне, кукамай-кукаçи-çке. Шел пулин те пирĕн атте 46ра, анне 68 çулта яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Паян вĕсем пирĕнпе юнашар пурăнсан вĕсене усал сăмах калама мар, çупăрласа ларма çеç хатĕр те... Анчах çак аслă типĕре вĕсен канлĕхĕшĕн çурта çутнисĕр пуçне урăх нимĕнпе те пулăшаймастпăр.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)