11 апреля 2017 г.
Кил-хуçалăх ан юхăнтăр тесен куллен пĕр пăта та пулин çапмалла, теççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче те çаплах: çулсем иртнĕçем пĕри кивелет, тепри юрăхсăра тухать... Юсав ĕçĕсене пурнăçлама вара укçи-тенки самаях кирлĕ.
Республикăра "Чăваш Республикин территоринче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха 2014-2043 çулсенче юсасси" программа хута кайрĕ. Хваттерте пурăнакансен шывшăн, газшăн, çутăшăн тата ыттишĕн те тỹленисĕр пуçне юсавшăн та кĕсйисенченех нухрат кăларса хумалла. Анчах кашнийĕ тăкакланма васкамасть иккен. Хальхи вăхăтра 2-3 хутлă çуртра кĕтес тупнисен 62 проценчĕ çеç ăна тỹлет. Парăмпа мĕншĕн татăлмаççĕ-ха? Нумайăшĕ хăйсем пурăнакан çурта çĕнетмелли черет час çитменнипе, телейлĕ самант çывхарнă тĕле ăçта пурăнассине те пĕлменнипе çыхăнтарать. Çав вăхăтрах парăм "манăçасса" шанакансем те пур.
Район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсемшĕн уйăхсерен тỹлеменнине юр айне тумаççĕ. Нумай хутлă çуртра хваттер туянакансен вара сыхăлăха ỹстерме, нервăсене перекетлес тесен документсемпе тĕплĕн паллашма, коммуналлă хуçалăх тивĕçтерĕвĕсемшĕн тата юсавшăн вăхăтра татăлса пынине ыйтса пĕлме тивет. Сăлтавĕ _ малтанхи хуçасен парăмĕсем çĕннисем патне вăшт! çеç куçни. Кайран тĕрĕслĕх тупас тесе суд тăрăх çỹресен те усси сахалтарах иккен. Çавăн пекех кашни уйăхра 20-мĕш число хыççăн пени те ỹсет.
Программăпа килĕшỹллĕн районта патшалăх çурчĕсене çĕнĕ сăн кĕртессипе ĕçлеме пуçăннă. 2014 çултанпа 14 çурта 6 миллион тенкĕ ытлалăх юсанă: тăррисене тата электроэнергипе тивĕçтерекен системăсене улăштарнă. Кăçал Ленин проспектĕнчи 10 тата 45 çуртсене, Мичурин урамĕнчи пĕрремĕшне тирпейлеççĕ. Вĕсенче те тăррисене тата электрохуçалăха çĕнетеççĕ.
Çуртсене çĕнетесси капиталлă юсавшăн пухăнакан укçа мĕн чухлĕ пуçтарăннинчен килет, мĕншĕн тесен 80 проценчĕ шăпах çавăнта каять, 20 проценчĕ _ ытти "сип-лев" ĕçĕ валли.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)