11 апреля 2017 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунă куна хисеплесе çулсеренех апрелĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа майăн 12-мĕшĕччен ватти-вĕтти тенĕ пек хăйсен кăкăрĕ çинче хĕрлĕпе хура йăрăмсемлĕ Георги лентине çакса çỹ- реççĕ.
Юлашки çулсенче пирĕн çутă пуласлăхшăн, телейлĕ ачалăхшăн пуç хунă пин-пин салтакпа офицерсене хисеп туса çакакан символикăна ăстаран ăста хатĕрлеме хăнăхса пыраççĕ. Çак кунсенче районти алă ăстисен председателĕ Надежда Замкова Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе мастер-класс йĕркеленĕ. Куçлă шăрçасемпе эрешленĕ фантазилле лентăсем майăн 9-мĕшĕнчи митингра нумай-нумай çынсен тумне илем кỹрĕ çеç мар, пуянлатĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)