АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене куçран вĕçертер мар, унсăрăн…

14 апреля 2017 г.

Çурхи тĕнче вăраннă чух никамăн та чỹречерен çеç пăхса ларас килмĕ: ватти те, вĕтти те урамалла туртăнать. Ларма-тăма пĕлмен икĕ çулхи çак ача та аппăшĕпе пỹрт умне выляма тухнă. Асламăшĕ йăпăрт пăрăннă чухне вара тем вăхăтра çакскерсем Пăлана юхса кĕрекен Çирĕклĕ шывĕ патнех çитнĕ. Ара, ача тени пĕр вырăнта тăмастех ĕнтĕ. Нумай та вăхăт иртмен шыва кĕрсе йĕп-йĕпе пулнă аппăшĕ уласа йĕрсе килне çитнĕ. Хăранипе тăр-тăр чĕтрекен хĕрача шăллĕне шывран кăларайманнине ăнлантарнă... Çакăн хыççăн çемье членĕсем çеç мар, Еншикри мĕн пур ял-йыш хыпăнса ỹкнĕ. Кам пакурпа, кам вăрăм шалчапа шывра ачана темиçе сехет шыранă. Анчах шел, çурхи шыв серепине çакланнă шăпăрланăн чĕри ăна ашшĕ хăй аллипе тупнă чухне тапман...

Кăçал çурхи ейỹ сарăлса çынсене шар кăтартмарĕ пулин те çыран хĕррине ансан асăрханмаллине никамăн та манса каймалла мар. Çул çитмен ачасене куçран вĕçертме юраманни пирки те тепĕр хут аса илтересшĕн. Инкек тени çав минутрах ура айĕнчен йăтăнса тухма пултарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика