АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайса килчĕç Мускава, хапăл туса йыхрава

18 апреля 2017 г.

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулпа Мускаври 2012-мĕш шкул 2015 çултанпа туслă çыхăну тытаççĕ. Çакă вĕсене наукăпа вĕрентỹ сферинче чылай усă кỹрет. Шкулсем хушшинчи çыхăну эффективлă мелсене ĕçе кĕртме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пулăшать. Вĕренỹ учрежденийĕсен делегацийĕсем пĕр-пĕрин патне кайса та çỹреççĕ. Ку хутĕнче Шăнкăртамсем çула тухрĕç. Вĕсем унта регионсем хушшинчи иккĕмĕш культурологи форумне хутшăнчĕç. Мероприяти программи пуян пулчĕ. Ачасем ушкăнсемпе ĕçлерĕç, хăйсен проекчĕсене хỹтĕлерĕç. Чи лайăх шухăшсене суйласа илчĕç.

Хĕрлĕ площаде çитни нумайлăха асра юлĕ. Ытти экскурсисем те илĕртỹллĕ пулчĕç. Ачасене Мускав сăн-сăпачĕ çĕнелсе пыни кăмăла кайрĕ. Цирк мĕне тăчĕ тата. Раççейри чи пысăк этнографи паркĕ те пур тĕп хуламăрта. Кунта тĕлĕнмелли çителĕклех. Раççей Федерацийĕн обществăлла палатинче "Тĕнĕн нумай енлĕхĕ тата наци пĕрлĕхĕ" çамрăксен форумне хутшăнчĕç. Форумăн пĕр кунне космонавтикăна халалларĕç. Планетарине çитсе "Время первых" фильм пăхрĕç.

Третьяковка галерейи хыççăн "Москва Сити" комплексра "Империя" башня площадкинче пулчĕç.

Мусульман Тĕн управленийĕн резиденцийĕнче хамăр ентешпе Альбир хазрат Крганов муфтипе курнăçрĕç.

Регионсем тата конфенсиссем хушшинчи çамрăксен хутшăнăвне тишкерчĕç. Тĕп хула пурне те килĕшрĕ. Ачасем çĕнĕ туссем тупрĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика