АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-аннемĕр ытамне мĕнле вăрлăх парăпăр?

18 апреля 2017 г.

Çур акипе ирттернĕ семинар-канашлу пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче паллаштарнăччĕ. Унтах район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тунă доклад ака-сухапа çыхăннă чылай ыйтăва çивĕчлетрĕ.

Кăçал çур аки ĕçĕсене районĕпе 25 пин гектарта ирттермелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13650 гектар, çĕр улми _ 3848, пахча çимĕç _ 462, сухан-çевок _ 528, рапс _ 70, сахăр кăшманĕ _ 410, хĕвелçаврăнăш _ 1200, пĕр çул ỹсе-кен курăк _ 4376, куккурус 872 гектар никĕсе хывма палăртнă.

Ака валли 4489 тонна вăрлăх янтăланă, çакă кирлинчен 25 процент ытларах. Паяна пилĕк хуçалăх пысăк репродукциллĕ вăрлăх 164 тонна турттарса килнĕ. Çавăн пекех "Малалла", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсен _ пурĕ 558 тонна _ сутлăх та пур. Çĕр улми вăрлăхĕ 5700 тонна ха- тĕрленĕ, вăл хĕл каçа аван упраннă.

Акнă-лартнă культурăсем лайăх шăтса тухчăр тесен тăпран пулăхлăхĕ пирки те шухăшламалла. Шел пулин те, юлашки çулсенче хирсене минераллă удобрени питĕ сахал сапаççĕ. Хальлĕхе районĕпе 1070 тонна турттарса килнĕ, ку вăл кирлинчен 38 процент çеç. Органика удобренийĕпе те хуçалăхсем çителĕклĕ ĕçлемеççĕ. Сидерат культурисен лаптăкне те ỹстерсен питĕ аван пулмалла. Çавăн пекех пусă çаврăнăшне пăхăнни те тухăçа пысăк витĕм кỹрет.

Нумай çул ỹсекен курăксем 10 пин гектар ытла. Клевера _ виçĕ, люцернăна 6 çул таран çитĕнтерме юрать, унтан аслăраххисем кивелнисен шутне кĕреççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăл 15-20 çул тымарланать. Çавăнпа та вĕсенче курăкĕнчен ытларах кукша пуç, йыт пырши тата ытти çум курăк вăй илнĕ. Кунта выльăхсене валли пахалăхлă апат янтăласси пирки шухăшламалли те çук.

Çур акине кĕске вăхăтра ирттерес тесен техника та юсавлă пулмалла. Районĕпе 287 трактор, унтан 273-шĕ е 95 проценчĕ, 136 сеялкăран 113-шĕ (83 процент), 127 культиватортан 109-шĕ (85), çĕр улми лартакан 24 агрегатран 18-шĕ (75) ĕçе тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕр- мелли материал яваплă тапхăр валли 565 тонна кирлĕ, 426 тонна пур. Автобензин 32,6 тонна (кирлинчен 95 процент), дизмасло 10 тонна яхăн (42,5 процент) хатĕрленĕ.

Ĕçри ăнăçулăхĕнче кадрсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпа та техника пушă ан тăтăр тесен механизаторсемпе водительсем çителĕклĕ кирлĕ. Вĕсене ĕç тумĕпе тивĕçтермелле, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, техника хăрушсăрлăхĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла, вĕри апат çитерессине йĕркелемелле.

Семинар-канашлура патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ И. Васильев та сăмах илчĕ. Вăл ялсенче уйрăм çынсен тракторсем нумайланни, чылайăшĕ шутра тăманни тата мотоблоксем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр çỹрени, çавна май аварисем пулнине пусарсах каларĕ. Çавăн пекех республикăри "Россельхозцентр" учрежденин районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов, "Чувашский" агрохими станцин специалисчĕ С. Шалтынов, минераллă удобренисемпе гербицид, техника сутакан фирмăсен представителĕсем тухса калаçрĕç.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов пурне те çур акине кĕске вăхăтра тата инкек-синкексĕр ирттерме сунчĕ, кĕркунне кĕлетсем тулли пуласса, палăртнă тĕл- левсене пурнăçласса шаннине пĕлтерчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика