АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ…

18 апреля 2017 г.

Кирек мĕнле çын та çут тĕнчене паттăр пулса килмест. Пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсемпе синкер- лĕхсем вара чылай чухне кăтартуллă та пултаруллă çеç мар, чăн-чăн паттăрла туйăмлă хастарсене çуратаççĕ. "Авангард" хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче Ишекре Уткинсен хуçалăхĕнче ăнсăртран сиксе тухнă пушар пирки çырнăччĕ. Кĕтмен пăтăрмахра кил хуçипе унăн мăшăрне вут серепинчен çăлаканĕ А. Иванов пулнă. Александр Николаевич чăн малтан тĕтĕм-сĕрĕм ăшăнчен виççĕмĕш ушкăнри инвалид кил хуçине çурăм çинче йăтса тухнă. Ун хыççăн тепĕр хут вут ăшне нимрен хăрамасăр кĕрсе кайса унăн мăшăрĕн пурнăçне те çăлнă. Тĕрĕсех, паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Александр Ивановăн хăюллă та теветкеллĕ ĕçне хак пама тата ăна кирлĕ пек тав тума Раççей МЧСĕн Чăваш Рес- публикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов патне çырупа тухнă. Эпир те тивĕçлĕ парне хăйĕн хуçине тупасса питĕ шанатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика