21 апреля 2017 г.
Çитес тунтикун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашлăх туйăмĕ тапса тăракан хастарсем "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие хутшăнса алла ручка тытса сĕтел хушшине ларĕç, хăйсем тăван чĕлхемĕр пуянлăхĕпе вăрттăнлăхне мĕнле пĕлнине диктант çырса тĕрĕслĕç.
Чăваш чĕлхин кунне çеç мар, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă диктанта çырма шăп та лăп 13 сехетре пикенеççĕ. Çакăн валли маларах йĕркелỹ комитечĕ юрăхлă текст суйласа илнĕ. Комитет членĕсенчен ытларахăшĕ Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕничен илнĕ сыпăкшăн сасăланă.
Диктант çырма уйăрнă аудиторисенчен пĕринче текста Наци радиовĕнче ĕçлекен çамрăк журналист Мария Самделова вулĕ. Кăларăма итлекенсем унăн çепĕç те кăмăллă сассине пурте ас тăваççĕ-тĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)