АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев пĕрре: пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле

21 апреля 2017 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртнĕ вырăнти самоуправлени кунĕнче аудитори те, кун йĕрки те пуян пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ял тăрăх пуçлăхĕсемпе юнашарах вĕсен мĕн пур р

аботникĕсене, районти тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене, ĕç ветеранĕсене, депутатсемпе старостăсене тата ыттисене те йыхрав янă. Самоуправлени кунне район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Кирилл Ермолаев, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхĕсен исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Кĕр мăнтăрĕпе 90 çул тултаракан районăмăрăн историйĕ пуян. Çавăнпа та залра ларакансемшĕн уяв кунне муниципалитет аталанăвĕ пирки хатĕрленĕ "Я люблю Чувашию": Батыревский район" видеоролика пăхма та кăмăллă пулчĕ. Мĕншĕн тесен залра ларакансенчен хăйтытăмлăх органĕнче тăрăшса пахучĕ- пех "тăвар" çинĕ шурсухалсем те сахал мар пулчĕç. Кадрсенчи чылай самант шăпах вĕсен чĕри витĕр тухнă та...

Мероприятире сăмах илекенсем те район аталанăвĕшĕн, унăн пуян историйĕшĕн муниципаллă работниксем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Халăхпа çирĕп çыхăну тытаканни, унăн хуйхи-суйхине чăн малтан пайлаканни шăпах вырăнти влаç органĕ пулать те. Çавăнпа та уявăн чи савăнăçлă самантĕнче муниципалитетăн хастар ĕçченĕсене, активисчĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе, тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе чыс туни паян самоуправлени органĕнче ĕçлекен çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулчĕç.

Район администраци пуçлăхĕн канашçисене те çак чыслă лару-тăрурах удостоверени парса хисеп туни вара пĕр шухăшлă пулса ĕçлекен командăн тĕллевĕ пысăк пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов самоуправлени органĕнче ĕçлекенсене ăшă салам сăмахĕсене çитернĕ май, умра тăракан пысăк та сулмаклă тĕллевсене пĕрлехи вăйпа çеç çĕнтерме пулнине палăртрĕ: "...Пĕрле чухне çеç эпир чăнласах та мĕн пуррине сыхласа хăварма, палăртнă задачăсене пурнăçлама пултаратпăр. Ахальтен мар хăйĕн Посланинче Владимир Путин : "Эпир _ пĕрлĕх- лĕ халăх, эпир _ пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре", _ терĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та республикăна тухăçлă аталантарас тесен мĕн пур ĕç çыннин пĕр шухăшлă пулса чăмăртанмаллине каларĕ. Çак шухăшсене пирĕн те тĕпе хурса ĕçлемелле",_ тĕллев лартрĕ Рудольф Васильевич залра ларакансене пурне те уяв ячĕпе саламланă тата пурне те пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă май.

Малалла вăл хăйĕн сăмахĕнче района аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевсемпе кĕскен паллаштарчĕ. 2017 çула _ юбилейлă çулталăка _ Патăрь- елсем сулмаклă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесшĕн. Вăл шутра çул-йĕрсене тирпейлес, çĕнĕ çурт-йĕр, выльăх-чĕрлĕх витисем, управсем, ФАПсем хута ярас, футбол площадкине реконструкцилес, Çĕнĕ Ахпỹртре плотинана тĕпрен юсас тата ытти те. Çав вăхăтрах пĕчĕк тата вăтам бизнеса çул уçса пырасси, ĕçлĕ çыхăну тытакан Мордови, Тутар, Крым республикисен, Оренбург облаçĕнчи, Пермь крайĕнчи ĕçтешсен паха опытне вырăнта усă курасси те тĕп тĕллев пулнине çивĕчлетрĕ район администраци пуçлăхĕ. Сăмах май каласан, кăçал çеç район тепĕр 15 инвестици проектне пурнăçа кĕртме тĕллев тытни те Юхма ен халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипех çыхăннă.

Хаклав

Фениль АЛИУЛЛОВ, Ыхра Çырмин ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Вырăнти самоуправлени кунĕ _ патшалăх влаçĕнче, самоуправлени, право йĕркине сыхлакан, тĕрĕслев органĕсенче ĕçлекен сотрудниксен пĕрлехи уявĕ. Çавăнпа та районта пурте пĕрле çакнашкал пысăк зала пуçтарăнса умра тăракан тĕллевсене çирĕплетни, пурнăçланă ĕçсене пĕрле пĕтĕмлетни, çав вăхăтрах чи-чи хастаррисене хавхалантарни паян питĕ кирлĕ тесе шутлатăп.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика