21 апреля 2017 г.
Çанталăк сивĕрех тăрать пулсан та ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене пуçăннă. Сăртлăрах вырăнти анасем типшĕрнĕ май сỹрелеме, тăпра пулăхлăхне ỹстерме минераллă удобренисем сапма тухнă. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри кишĕр- çевок вăрлăхĕсене те никĕсе хыврĕç.
Районти улма-çырла питомникĕн- че те çурхи кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Сăмах май, вĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарма та районта пĕрремĕш тухрĕç. Хальхи вăхăтра вăй хуракансен пĕр ушкăнĕ тыр-пула имçамлать. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, унăн шăтаслăхĕ 97 процентпа танлашать. Техникăна та юсавлисен ретне лартнă.
Садра та хĕрỹ ĕç пырать. Юр кайса пĕтичченех 43 гектар йышăнакан па- нулми йывăççисен хăрнă, чирлĕ, ытлашши турачĕсене каснă. Пĕлтĕр сыпнă 190 пин тĕме кĕркунне çыхса хăварнă пленкăсене салтнă. Çырла питомникĕнче 150 пин сапан (черенок) лартнă.
_ Çуркунне çанă тавăрса вăй хумалли çителĕклех, канса ларма вăхăт çук. Садра, хирте ĕçленисĕр пуçне улма-çырла йывăççисене те сутатпăр. Патăрьел питомникĕнче çитĕннĕ пан улми, чие, хурлăхан, хăмла çырли хунавĕсене Самара, Хусан, Ульяновск тăрăхĕсенченех килсе илеççĕ. Районта пурăнакансем хамăр патăрти лавккаран туянаççĕ. Çавăн пекех Шупашкарти икĕ пасарта сутатпăр. Çывăх кунсенче республикăри районсене те çитме палăртнă. Паяна 15 пин ытла çамрăк йывăç хăйсен хуçисене тупнă. Çакна та каласа хăварас килет: пасарсенчи кăнтăртан илсе килнĕ хунавсене мар, хамăр тăрăхра çитĕннисене туянсан аванрах. Ăшă климата хăнăхнисем пирĕн патăрти çанталăк условинче вăй илсе каяймаççĕ, çавна май хăраççĕ, _ тет питомникре 30 çул ытла агрономра тăрăшакан В. Ильин.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)