21 апреля 2017 г.
Кучухне патшалăх çăмăллăхĕсене электронлă майпа усă курасси кунран-кун анлăн сарăлса пырать. Акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта çеç Раççей шалти ĕçсен министерствин РЭО ГИБДД "Батыревский" уйрăмне çакнашкал çăмăллăхпа усă курас тĕл- левпе 2933 çынран заявлени кĕнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх çăмăллăхĕсене электронлă майпа усă курасси 30 процент йỹнелнĕ. Паллах, унăн уссине курас тесен, малтан регистрациленмелле. Сăмахран, Портал урлă водитель удостоверенине илме заявлени çырас тесен 2000 тенкĕ тỹлес вырăнне 1400, транспорта регистрациленĕшĕн 2850 тенкĕ вырăнне 1995 тенкĕ çеç кăларса хумалла. Çемье бюджетĕнчен самай перекет-çке! Çапла вара çак çĕнĕлĕхсемпе туллин усă куракан вăхăта çеç мар, кĕмĕлне те перекетлеме пултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)