25 апреля 2017 г.
Çак кунсенче республикăри хуласемпе ялсенчи РФ Пенси фончĕн уйрăмĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пăхса тухса хак панă. Ведомство конкурсне хутшăннă уйрăмсен тупăшăвĕ питĕ çивĕч иртнĕ. Халăха тĕрлĕрен çăмăллăхпа тивĕçтерекен сотрудниксен ĕçне 23 критерипе хак панă. Вăл шутра электронлă çăмăллăхсемпе усă курнине, страховательсемпе ĕçе мĕнле йĕркеленине, Пенси укçипе, Амăшĕн капиталĕпе тивĕçтересси мĕнле пынине, граждансене хăйсен ыйтăвĕпе йышăннине тата ытти кăтартусене те тишкернĕ. Хаклав çирĕп пулнине пăхмасăрах Пенси фончĕн пирĕн районти уйрăмĕ чи-чи кăтартуллисен шутне кĕнĕ. Ку вăл ертỹçĕпе юнашарах ытти сотрудниксем те хăйсен ĕçне пахалăхлă тата чунтан парăнса пурнăçланин результачĕ. Сăмах май каласан, коллектива 2001 çултанпа Галина Петровна Синеева ертсе пырать.
Вулакана пĕлме: хальхи вăхăтра уйăхсерен пирĕн районта пурăнакан халăха 126 миллион тенкĕ пенси укçи саланать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)