25 апреля 2017 г.
Иртнĕ çул çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртрĕ. Пирĕн районта пилĕк участокра пилĕк инструктор тата 32 çыравçă ĕçлерĕ. Вĕсем кашни кил-хуçалăха çитсе хуçисемпе тĕл пулчĕç, кирлĕ хуравсене çырчĕç. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланисем çак кунсенче "За труды в сельскохозяйственной переписи" медале илчĕç.
Чыслава ял хуçалăх çыравне хутшăннă 15 çыравçа тивĕçрĕ. Вĕсене сумлă паллăна илнĕ ятпа район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Айзатуллов, Чăвашстат ертỹçин çумĕ Л. Егорова саламларĕç.
_ Ял хуçалăх çыравĕ палăртнă вăхăтран чылай маларах пуçланчĕ: кадрсем тупрĕç, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕç... Тăрăшнине кура нумайăшĕ хисепе тивĕçрĕç, çакă пире те савăнтарать, _ терĕ Марат Минсеитович пухăннисене тав тунă май. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Л. Кузнецов та пурне те ăшшăн саламларĕ, ял хуçалăх çыравĕнчи кăтартусем ял хуçалăхне аталанма майсем туса парасса шаннине пĕлтерчĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)