25 апреля 2017 г.
Ачасемшĕн чи лайăх воспитани вăл _ вĕсене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарни. Çакна пирĕн мăн асатте-асанне те питĕ лайăх пĕлнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хĕр ача йĕке çỹллĕш, арçын ача пуртă аври тăршшĕ пулсан ашшĕ-амăшне пулăшмалла тенĕ.
Ялти пепкесем çапла ỹснĕ те ĕнтĕ. Малтанласа кил-тĕрĕшре тăрăшнă: пỹрт-çурт тирпейленĕ, выльăх пăхнă, хăйсенчен кĕçĕнрех йăмăк-шăллĕне астунă. Кăшт ỹсерехпе вара колхоз ĕçне хутшăннă. Çĕр улми йăранĕсене çумланă, утă тавăрнă, пухнă, йĕтемре тырă алланă тата ытти те. 1990 çулсенче Туçари пĕлỹ çуртĕнче шкул ачисен бригадине те йĕркеленĕччĕ. Ун чухне вĕсене валли 2-3 çул та "Гвардеец" колхоз вăрлăх сухан лартса панăччĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне тум-тир, кĕнеке-тетрадь туянма çитĕ- некен ăру çапла майпа хăй вăйĕпе укçа ĕçлесе илме пултарнă. Паян та çул çитмен çамрăксем пушă тăраççĕ, кĕрĕк арки çеç йăваласа лараççĕ тесе калас килмест. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп специалисчĕпе Л. Комиссаровăпа пуçарнă калаçуран çакă уйрăмах лайăх палăрчĕ.
_ Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă миçе çула çитнĕ хĕрсемпе каччăсем вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупаяççĕ тата пĕлтĕр миçен центр пулăшăвĕ- пе усă курнă?
_ Паян яш-кĕрĕме те укçа сахалах кирлĕ мар: кĕсье телефонĕпе, интернетпа усă курас тесен самаях тăкакланма тивет. Çуралнă кунсемпе, уявсемпе парнесем илме те нухрат кирлĕ. Кашнинчех атте-аннерен ыйтма та аван мар пек. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вара 14 çула çитнĕ, паспорт илнĕ, анчах 18 тултарман çамрăксене те ĕç тупса пама хатĕр. Иртнĕ çул 600 хĕрпе каччă центр пулăшăвĕпе усă курчĕç. Вĕсем каникулсенче тата вĕренỹрен пушă самантсенче вăй хурса хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илчĕç. Çул çитмен çамрăксене тỹлеме республика бюджетĕнчен 253631,22 тенкĕ, вырăнти хыснаран 130000 тенкĕ уйăрнăччĕ. Пурĕ 11 килĕшỹ çырнă.
Ĕç тупса панă чухне çамрăксен пурнăçри лару-тăруне те шута илетпĕр. 2016 çулта ашшĕ е амăшĕ çеç пур 20 ача, сахал тупăшлă çемьери _ 104, çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăракан 14 çамрăк çемйине хушма тупăш кĕртме пултарчĕç.
_ Лилия Фирдусовна, çамрăксем ытларах ăçта ĕçлеççĕ?
_ Шкулта вĕренекенсем пĕлỹ çуртĕнче тата территоринчи вĕрентỹпе опыт участокĕсенче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк-монументсене тасатнă, тирпейленĕ, библиотекăсенчи кĕнеке фондне реставрациленĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: ачасене ĕç вырăнĕ тупса парассипе уйрăмах Турхан, Аслă Чемен, Тутар Сăкăт шкулĕсем аван тимлеççĕ.
_ Кăçалхи тĕллевсемпе паллаштараймастăр-ши?
_ 2017 çулта çамрăксене ĕçпе тивĕçтерме 253631,22 тенкĕ уйăрнă. 600 çамрăка вăй хумалли вырăн тупса памалла пулсан паяна 102-шĕ пирĕн тивĕçтерỹпе усă курнă. Вĕсене шалу тулеме 25088,80 тенкĕ тăкакланă. Çулталăк пуçланнăранпа виçĕ килĕшỹ çырнă. Хальхи вăхăтра çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçлемелли вырăнсем тупассипе тăрăшатпăр, организаци-предприяти ертỹçисемпе калаçатпăр.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)