АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таптаннă юрату

25 апреля 2017 г.

Кăшкăрса йĕрес килет, анчах куççуль тухмасть. Ирĕксĕрех вара кун пек чухне юлташсемпе пĕрле пухăнсан ахăлтатса кулатăн, савăннă пек тăватăн. Паян Иринăн шăпах çакăн пек самант. Чунĕ иртенпех кашкăрла улать, апла пулин те ĕçре кашни клиентпа ăшшăн кулса калаçма, пĕрле ларакансемпе шỹт- леме тивет. Кама та пулин ăшĕ çулăмсăр çуннине каласа парĕччĕ, анчах паянхи саманара çын хуйхи-суйхи кама интереслентерĕ-ши? Пĕрисем хĕрхеннĕ пек пулаççĕ те кайран сăмах сараççĕ, теприсем ăнланаççĕ-ха, анчах ун пеккисем питĕ сахал.

Ирина аран-аран кăнтăрлана, унтан каçа кĕтсе илчĕ. Хваттерне çитсенех вĕри чей туса ĕçрĕ те утиялпа пĕркенсе диван çине ларчĕ. Хăй сисмесĕрех шухăша путрĕ. Иртнĕ кунсен çăмхине сỹтме ăна никам та чармарĕ.

...Тавралăх çурхи тĕнче ытамне кĕме пуçланă чухне Ирина Сашăпа паллашрĕ. Малтанах хĕре каччă вĕçкĕн те хăйне юратакан çын пек туйăннăран пит килĕшсех каймарĕ, çавăнпах унпа ытлашши сăмах вакламарĕ. Тĕл пулăва чĕнсен те е чирлĕ, е пушă мар тесе суйрĕ. Çỹллĕ те хура куçлă йĕкĕт пике чĕрине çавăрма пĕрех майне-шывне тупрĕ: бухгалтерта тăрăшакан Иринăна ĕçрен чечек çыххипе кĕтсе илме пуçларĕ. Кафесене кĕрсен те хăйне чăн-чăн джентльмен пекех тытрĕ: плащне хывма пулăшать, апатшăн укçине тỹлет... Каçхи шăплăхпа киленсе утнă чухне Саша Иринăна ăшшăн çеç çупăрлатчĕ, çакăн пек чухне хĕр хăйне хỹтлĕхри пек туятчĕ.

Çулла пĕрле шашлăксене те, шыв хĕррине канма та çỹрерĕç. Пĕринче вара ăнсăртран тенĕ пек Иринăна Саша хăйĕн ашшĕпе, амăшĕпе паллаштарчĕ. Ун чухне вĕсем Сашăн юлташĕн çуралнă кунне кайма тухнăччĕ. Каччă япала кĕрсе илмелли пур тесе килĕ умне чарăнчĕ. Кăшт вăхăт иртсен пĕр хĕрарăм тухрĕ те Ирина патне пычĕ. Вăл ăна кăмăллăн кăна чей кĕрсе ĕçме чĕнчĕ. Малтанласа аванмарланса хĕр хирĕçлерĕ, анчах кайран кĕчĕ. Кỹршĕ çурт умĕнчи сак çинче ларакан пĕр кинемей: "Ваççилисен Саши татах урăх майрапа килнĕ иккен", _ тесе калани те хăлхине кĕчĕ. Анчах ун чухне ку сăмахсене ăша хывмарĕ. Çапла Ирина Сашăсен килĕнче хăнара пулса курчĕ. Чей ĕçнĕ хушăра каччă амăшĕ ывăлĕн авланма вăхăт çитнине систерсе те калаçкаларĕ. Хĕр вăтаннăран ытлашши сăмах та хушмарĕ. Кайран, темиçе кун иртсен Саша хăйĕн ашшĕпе амăшне Ирина килĕшнине савăнса хыпарларĕ. Пике чунĕнче вăрттăн ĕмĕт _ хăçан та пулсан савнин мăшăрĕ пуласси _ çуралчĕ.

Çуркунне _ çуллапа, çулла _ кĕркуннепе, кĕркунне хĕллепе сисĕнмесĕрех улшăнчĕç. Çанталăк сивĕтнĕçем Саша урăхланчĕ. Малтанхи çепĕçлĕх таçта çухала пуçларĕ. Хĕрпе 2-3 кунта пĕрре тĕл пулма пуçларĕ, каярах эрне те иртсе каятчĕ. Мĕншĕн килейменнине ыйтсан яланах сăлтавне тупатчĕ. Ирина савнă çынни улшăннине, унран темĕскер пытарнине сисетчĕ, анчах шалти туйăма ĕненесси килместчĕ.

Ирина ирхине телефон сассипе вăранчĕ _ вайберпа такам хыпар янă иккен. Кам мĕн çырнине пĕлес тесе çыхăну хатĕрне аллине илчĕ. Ак тамаша! Палламан номерпе янă хыпарсенче сăн ỹкерчĕксем иккен. Пĕринче Саша чипер хĕрпе ытамланса ларать, тепринче иккĕшĕ ятарласа сэлфи тунă, виççĕмĕшĕнче ахăлтатса кулаççĕ. Юлашкинчен вара: "Саша манăн! Ун пирки ман! Эпĕ ăна никама та памастăп!" _ тесе çырса хунă. Çаксене курсан Ирина каччă мĕншĕн улшăннине, Сашăсен кỹршисен умĕнчи кинемей сăмахĕсем мĕне пĕлтернине йăлтах ăнланчĕ. Чĕри пăчăртанса ыратрĕ, выртса кăшкăрса йĕрес килчĕ, куççулĕ çеç тухмарĕ. Ĕçе каймалла пулнăран çеç аран-аран тăрса тумланчĕ.

...Сехет йĕппи каçхи 11 сехет тĕлне çитсен Ирина вăранчĕ. Аса илỹ авăрĕнчен тухаймасăрах çывăрса кайнă иккен. Тăрса чей вĕретсе ĕçрĕ те шухăшсенчен хăтăлас тесе таса урайнех тепре çурĕ, унтан альбом илчĕ те Сашăпа иккĕшĕ юнашар тăракан сăн ỹкерчĕксене пĕр çĕре пухса çын курман вырăна хучĕ. Касса ваклама вĕсене ытлашши шел пулчĕ, çавăнпа асăнмалăх юлччăр терĕ. Ирхине хăйĕншĕн çĕнĕ пурнăç пуçланасса шанса, таса юрату тупасса ĕненсе çывăрма выртрĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика