АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашла тĕрĕс çырма пĕлетĕн-и?

28 апреля 2017 г.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акци иртрĕ. Районти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те унта пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç. Диктант текстне хатĕрлекенсем чăвашсен паллă ăсчахĕ, этнопедагогĕ Геннадий Волков çырнă "Ăслă ача" хайлавне суйласа илнĕ.

Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 15 шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе районта пурĕ 575-ĕн _ вăл шутра 14 вĕрентекен, ыттисем 6-11 класра ăс пухакансем _ ятарлă бланксем çине диктант çырчĕç. Кăçал "5" паллăна 171-ĕн, "4" _ 248-ăн, "3" _ 173-ĕн тивĕçнĕ. Пĕлтĕр çак акцине вара 635 çын хутшăннă, 204-шĕ "5" паллă илнĕ.

Х

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика