28 апреля 2017 г.
Тракторсем тата хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсем çынсен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка сиенлеменнине, хуçисем вĕсене регистрациленине тата тĕрĕслев витĕр кăларнине палăртма, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине пĕлме Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕ шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле "Частник" операци ирттерет. Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев пĕлтернĕ тăрăх, вăл апрелĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа майăн 28-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта ятарлă комисси уйрăм çынсен тракторĕсене тĕрĕслет, çула тухма ирĕк паракан хута илменнисем патне çитет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)