28 апреля 2017 г.
Çурхи призыв кампанийĕ пуçланнăранпа Патăрьелĕнчи çар комиссариатĕнче халь хĕрỹ вăхăт. Июлĕн 3-мĕшĕччен Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 80 яш салтак тумĕ тăхăнĕ. Пĕрремĕш ушкăн ытларикун, апрелĕн 25-мĕшĕнче, ашшĕ-амăшĕнчен пил илсе Конституци умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Вĕсене Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов çĕршыв умĕнче хăйсен чысне çỹлти шайра тытма, çĕнĕ вырăнта тĕл пулакан йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарма, çуралнă тăрăха ăс-тăнпа та, ỹт-пỹпе те çирĕпленсе килме сунчĕ. Çак кун тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă салтаксем пурте Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен. Сакăр çамрăк çĕршывăн тĕп хулине _ Мускава _ федераци службин наци гвардине çул тытрĕç. Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)