28 апреля 2017 г.
"Аграрисене савăнтарас тетĕп. Кăçалтан пуçласа патшалăх паракан 54 пулăшу мелне çичче пĕрлештернĕ. Патшалăх паракан пулăшу мелĕсене ансатлани бюджет укçи-тенкине вĕсене илсе тăракансем патне васкавлăн çитерме тата субсиди уйăрса парас ĕç тухăçлăхне пысăклатма пулăшать". ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Раççей умне ытти çĕр- шывсем санкци тăратни ял хуçалăхне аталанма майсем туса пачĕ, çавна май выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹснине, усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçланине палăртма кăмăллă. Паянхи экономика кризисĕнче те ял хуçалăхне вăй илсе кайма майсем тупса парассипе РФ Президенчĕ В. Путин тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăна мар, фермер хуçалăхĕсем те федераци, республика бюджетĕнчен уйăрнă пулăшăва тивĕçеççĕ.
Республикăра ỹсен-тăран отрасльне, çĕр улми вăрлăхне туса илессине аталантарассипе, уçă вырăнта пахча-çимĕç çитĕнтерессипе ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене субсиди парассине йĕркеленĕ. Çак çăмăллăх, сăмахран, пирĕн районта пурăнакансем патне те çитнĕ. Пысăк лаптăкра вăрлăх сухан çитĕнтерессипе тăрăшакан 18 фермер хуçалăхĕ тивĕçнĕ ăна. Кашни хуçалăх пĕр гектар пуçне 164 пин те 300 тенкĕ илнĕ. Фермерсем хушшинче 4 млн тенкĕ ытла укçа илекенсем те пулнă.
Ĕçленине, çăвĕпе çĕре тарпа шăварнине кура пулăшăвĕ те витĕмли савăнтарать. Анчах патшалăх паракан укçана пур фермер та илеет-и-ха? Çăмăллăхсемпе усă курас тесен чи малтанах фермер хуçалăхĕсен официаллă майпа регистрациленмелле, çавăн пекех налук парăмĕ пачах та пулмалла мар, кашни отчета вăхăтра çитермелле тата саккунпа килĕшỹллĕн вăй хумалла.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тăрăшакан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене те патшалăх пулăшу парать. Тĕслĕхрен, ĕне-выльăх усракан хуçалăхсем пĕр килограмм сĕтшĕн вăтамран 93 пус илеççĕ. Çак укçана кассăна кĕртес тесен ветеринари справки кирлĕ тата ĕне шучĕ, сăвăм кăтартăвĕ малтанхи çултинчен пĕчĕк пулмалла мар. Çавăн пекех налук парăмĕсемпе вăхăтра татăлмалла.
Патшалăх ял хуçалăхне вăй илме укçа, тимлĕх уйăрмасть тесе ниепле те калаймастăн. Республикăра çулленех фермер ĕçне пуçăнакан фермерсене паракан грант та пур. Пирĕн район çыннисем ăна кашни çулах тивĕçеççĕ. Пĕлтĕр кăна Шăнкăртамри Р. Бикчурин, Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинов илчĕç. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса фермăсем уçрĕç. 2012-2016 çулсенче пурĕ 33 фермер тата çемье ферми йĕркелеме тăват- тăн грант çĕнсе илнĕ. Кăçал вĕсен йышĕ тата ỹсес шанчăк та пысăк.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)