03 мая 2017 г.
Вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз членĕсен сывлăха çирĕплетекен спартакиади вĕçленчĕ. Çав ятпа çăмăл атлетика эстафетине хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Айзатуллов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина, ДЮСШ "Паттăр" директорĕн çумĕ А. Афанасьев саламларĕç.
35 команда тăчĕ старта. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсенчен Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕ, пуçламăш пĕлỹ паракан шкулсенчен Шăхачсем, тĕп пĕлỹ паракан шкулсенчен Кивĕ Ахпỹрт- сем, аслисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вăй хуракансем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)