03 мая 2017 г.
Эрнере икĕ хут тухса тăракан хаçат страницисенче тĕрлĕ ыйту хускатма тăрăшатпăр. Лайăххине ырлатпăр, япăххине питлетпĕр. Анчах темшĕн хăшĕ- сем пĕр хутчен тунă ырă мар япалана тепĕр хут тума та именмеççĕ. Акă, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ тĕлĕнчи автобус чарăнăвĕнчи çỹп-çап "полигонне" сăн ỹкерчĕкпех питлесе кăларнăччĕ. Ун хыççăн кунта вăхăтлăха йĕрке пулчĕ. Халĕ каллех çак вырăн тирпейсĕре çаврăна пуçларĕ. Çула май пăрахса хăварнă михĕсене хуçасăр йытăсем салатаççĕ. Хучĕ, пылак шĕвек савăчĕ, çĕтĕк-çурăк ана тăрăх саланать. Тавралăхри сывлăша хамăр варалатпăр мар-и? Ял тăрăхĕн çĕнĕ хуçин ытти проблемăсемпе юнашарах çак ыйтупа та çанна тавăрма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)