03 мая 2017 г.
Мăнкуна е хăна килнĕ чухне яланах пỹрт-çурта, кил картишне, умсене тирпейлеме тăрăшатпăр. Мĕн тери илемлĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахмалла мар пирĕн. Масарсене те тирпейлĕ тытмалла. Нăрваш Шăхальсем, Шăнкăртамсем, Патăрьелсем вилнĕ тăванăмăрсен "ялне" çитме ĕлкĕрчĕç: хăрнă йывăçсен турачĕсене, кивĕ çулçăсене тасатрĕç, чечексем акрĕç... Ыттисем вара темшĕн васкамаççĕ-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)