АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннепе Ĕç уявĕ _ Патăрьелĕнче

03 мая 2017 г.

 Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ кашни çул ăрасна килет. Пĕлтĕр вăл Христос чĕрĕлнĕ кунпа тỹр килчĕ пулин те çурхи хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтарсах каймарĕ. Кăçал вара ăна ыйтса илнĕ тейĕн: Çуркуннепе Ĕç уявĕччен çут çанталăк та ешĕл тумне улăштарма ĕлкĕр- чĕ, уй-хир хурçă "ут" шавĕпе тулчĕ, тавралăх та хĕл ыйхинчен вăранса куçне яриех уçрĕ темелле.

Çурхи хĕвел ăшшине, шанчăкпа ырлăха, савăнăçпа юратăва, ырми-канми тăрăшакан ĕç паттăрĕ- сене сăнлакан уяв Патăрьелĕнче савăнăçлă та пысăк кăмăл-туйăмпа иртсе кайрĕ. Ирхине вунă сехет тĕлне район центрĕн- чи ĕç коллективĕсем, обществăлла организаци хастарĕсем, ытти çынсем капăр колоннăсемпе ра-йон администраци çурчĕ умне савăнăçлă уява пуçтарăнчĕç. Çĕкленỹллĕ кĕвĕ-çемĕ майĕн аслă ăрури çынсем те юратнă мăнукĕсемпе колоннăсем çумне хаваспах хутшăнчĕç. Çынсем пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлаççĕ, асăнмалăх сăн ỹкерттереççĕ, шỹтлеççĕ-кулаççĕ. Хăшĕ-сем тата район администраци умĕнче районăн ĕнерхипе паянхи пурнăçне кăтартакан сăн ỹкерчĕксен куравĕпе паллашаççĕ. Уяв мĕнле иртсе пынине пăхса тăма та кăмăллă!

Çуркуннепе Ĕç уявĕн савăнăçне пайлама пухăннисене чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, тĕрлĕ ăрури, шайри çынсене пĕрлештерсе тăракан хаваслă уявра пурне те ырă та çутă малашлăх, пысăк ăнланулăх, хавхалану, çĕнĕ ỹсĕмсем тума сунчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ яланах ĕç паттăрĕсемпе, ĕç династийĕсемпе палăрса тăнă. Район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене, çамрăксемпе аслă ăру хастарĕсене çавăн пекех районти ял хуçалăх, вĕрентỹ тата культура отраслĕсен профсоюзĕн лидерĕсем И. Васильев, С. Елагина, Н. Мазякова ăшшăн саламларĕç. "Çурхи кунсем пысăк шанчăк, çĕкленỹ илсе килччĕр, кашнин чĕринче çуркунне ырă туйăм вăраттăр",_ палăртрĕ хăйĕн шухăшне Илья Вячеславович ака-суха ĕçне пикеннĕ халăха ăшă сăмахсемпе хавхалантарса. Малалла çамрăк армеецсем марш утăмĕпе Раççейĕн хĕрлĕ-кăвак-шурă тата Чăваш Енĕн сарă ялавĕсене символлакан пысăк татăксене йăтса тухнă хыççăн тĕрлĕ ялавсемпе, асамат кĕперĕ евĕр тĕссемлĕ хăмпăсемпе, çеçкесемпе капăрлатнă колоннăсем хаваслă юрă-çемĕ майĕпе Патăрьел урамĕпе кану паркнелле утрĕç. Чăн малтанах уява хутшăннисене Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков ăшшăн саламларĕ. Ун хыççăн иртнĕ çул кану паркĕнче ĕç геройĕсене чыс туса уçнă Мухтав аллейи умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене пуç тайрĕç.

Çак кун культурăпа кану паркĕнчи уяв шавĕ чылайччен лăп- ланмарĕ. Пултарулăх коллективĕсем савăк юрă-ташăпа кăмăла уçрĕç, шăпăрлансемпе аслăраххисем вăйă лапамĕсенче савăнчĕç.

Хаклав

Галина ФИЛИППОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

_ Çуркуннепе Ĕç уявĕ маншăн тата пирĕн çемьешĕн хисеплĕ те асра юлакан уявсенчен пĕри. Çак ятпа эпир ачасемпе, мăнуксемпе, тăвансемпе пуçтарăнатпăр, савăнатпăр. Уяв савăнăçне пайлас тĕллевпех эпĕ Мускавран васкаса çитрĕм.

Лариса НУРСОВА, Патăрьелĕнчи тĕп аптека ĕçченĕ:

_ Çуркуннепе Ĕç уявĕнче мĕн пур коллективсем пĕрле пуçтарăнни, савăнăçа пĕрле пайлани, пĕр-пĕрне ырă сунни _ пархатарлă тесе шутлатăп. Çак уяв манăн шухă ачалăхăма та, юратнă аттепе аннене те (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) аса илтереççĕ. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра паянхи евĕр пурте пысăк хавхаланупа уява хутшăнма май пулнишĕн эпир коллективра пурте савăнтăмăр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика