АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гранта кам тивĕçĕ?

03 мая 2017 г.

 Фермер ĕçне пуçăнакансене вăй илсе кайма тата тăкаксене саплаштарма республикăра 2012 çултанпа грант параççĕ. Ăна илекенсем хушшинче шăпах пирĕн районта пурăнакансем нумайăн пулнине палăртма кăмăллă. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н. Гладкова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе _ ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Л. Кузнецовпа пĕрле патшалăх пулăшăвне илме конкурса тăратнă фермерсем патне çитсе курнă тата вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн: "Патăрьелсем чăнахах та ĕçре хастар, тăрăшуллă, пурте гранта илме тивĕç, çавăнпа суйлама та питĕ йывăр", _ терĕ.

"Хĕвеллĕ" уçланкăран инçех мар вырнаçнă арккăллă хуралтăсене Шăнкăртамри Р. Земдиханов тунă. Фермăн çуррине хута янă, тепĕр пайĕнче урайне бетонпа сармалла тата транспортировка вырнаçтармалла. Выльăхсене уçăлтарма кăларма ятарлă вырăн пур. Хатĕр витере 33 вăкăрпа 7 пушмак тытать, вĕсемсĕр пуçне сурăхсем те пур. Малашне фермер аш-какай туса илессипе ĕçлеме палăртать. Патшалăх пулăшу парсан 80 пуç ĕне-выльăх _ ăратлă 70 вăкăрпа 10 ĕне _ туянма шухăшлать. Выльăхсене вырăнта пусса тирпейлеме ятарлă цех тума пикеннĕ.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А. Лялькин та аш-какай туса илессипе тăрăшас ĕмĕтлĕ, çавна май грантпа 130 ытла çамрăк пăру илесшĕн. Вĕсене вăл унчченхи сысна витинче усрасшăн. Фермер фермăна хута яриччен тăррине реконструкцилеме тата тислĕке тасатмалли вырнаçтарма тĕллев лартнă. Выльăхсене валли апат хатĕрлеме 49 çула арендăна илнĕ 49 гектар çĕр, МТЗ-82 маркăллă трактор пур. А. Лялькин ял хуçалăхĕнче çĕнĕ çын мар, çавăнпа та тупăш кĕртес тесен малтан чылай тăкакланма тивнине питĕ лайăх пĕлет.

Министр çумĕ Н. Гладкова Татмăшри Э. Солдатова патĕнче те пулчĕ. Фермер конкурса тăратнă бизнес-проектĕнче ферма тума тата 14 пушмак туянма планланине çырнă. Ку ыйтупа ĕçлеме те пикеннĕ. "Югель" хуçалăхăн пулнă пĕр хуралтăна реконструкцилесе урайне бетон сарнă, выльăхсене шыв ĕçме савăтсем лартнă. Патшалăх паракан пулăшупа илмелли çамрăк выльăхсене шăпах çакăнта вырнаçтарасшăн. Юнашарах вара тепĕр вите пулмалла. Унти лаптăка тикĕслеме тăмпа тăпра турттарнă.

Конкурс "али" витĕр виçĕ фермер тухмалла, тỹресем кама суйласа илеççĕ _ паллă мар. Пурте маттур, çавна май пĕрне хурласа тепĕрне мухтаймастăн. Виççĕшĕ те гранта тивĕçсен тата аван. Ура çинче çирĕп тăракан, аталанакан хуçалăхсем пур чухне район хысни те пуянрах, экономики те тĕреклĕрех.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика