03 мая 2017 г.
Çулталăкри чи хисеплĕ те сумлă уявсенчен пĕри _ Çĕнтерỹ кунĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн салтаксем çĕнтерỹ тунăранпа 72 çул çитет. Кашни çемьене кĕрсе тухнă вăрçă синкерлĕхĕ çултан-çул аякка кайса пырать пулин те, уяв пĕлтерĕшĕ, хакĕ, пирĕн тăнăç пурнăçшăн вилĕмпе куçа-куçăн тăнă ветаранăмăрсен хисепĕ ỹссех пырать. Çак кун çĕршывра уяв митингне хутшăнакан пин-пин çынпа пĕрлех Юхмапа Пăла тăрăхĕн- че пурăнакан ватти-вĕтти, ĕç коллективĕсем "Вилĕмсĕр полк-па" юнашарах строя тăрĕç. Пирĕн тăнăç пурнăçшăн, çутă малашлăхшăн çичĕ ютра выртса юлнă ывăл-хĕрсене, асанне-кукаçисене митингсенче шăп тăрса пуç таятпăр, вĕсен канлĕхĕшĕн Патăрьелĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлĕсем те хуратпăр пулин те кашнине ятран асăнаймастпăр. Çапах та юлашки çулсенче вăрçă паттăрĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем, портречĕсем чĕррисемпе юнашарах стройра пулни пархатарлă çеç мар, чуна та хумхантарать. "Вилĕмсĕр полк-ри" тăванăмăрсен йышĕ пирĕн районта та сахал мар. Хăрушă вăрçă синкерлĕхне пула 6 пин ытла çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çĕршер çемьене вăл хуйхă, инкек, куççуль илсе килнĕ, пирчейми суран тунă... Çавăнпа та майăн 9-мĕшĕнче хисеплĕ вăрçă паттăрĕсене сума суса район центрĕнче иртекен митинга хутшăнакан кашни çын хăйĕнпе юнашар çичĕ ютра канлĕх тупнă, ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă ветеранăмăрсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе тухни колоннăсене капăрлатĕ çеç мар, пуянлатĕ те. Шанас килет, вĕсем кашни çемье архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)