АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнар, юратар, вăй хурар тарăн йĕр хăварса çĕр çинче

03 мая 2017 г.

 "Авангард" хаçат редакцийĕ район 90 çул тултарнине халалласа сăвăсен конкурсĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунĕнче пĕтĕмлетме палăрт- нăччĕ. Сăмах çилпе вĕçмерĕ. Поэзие кăмăллакансем палăртнă кун тĕлне нумай ĕç тăратрĕç. Вĕсене пахалама та çăмăлах пулмарĕ. Жюри членĕсем редакцине килнĕ ал çырăвĕсене тĕплĕн тишкерчĕç.

Тупăшу икĕ ушкăнпа иртрĕ: шкул ачисем тата аслă çулхисем хушшинче. Çакна та палăртма кăмăллă. Районта тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать. Юбилея халалласа вĕсем вырăсла, чăвашла, тутарла сăвăсем шăрçаланă. Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕн воспитательницин Г. Шрша акă мĕнле хак парать пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхăн туслăхне:

"Русские, чуваши, татары живут,

Опору, надежду в тебе все найдут.

Единство народов всех наций у нас..."

Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Никитина вара туслăха çак йĕрсенче палăртнă:

"Туслă халăхсен çемйи _ тутарĕ,

Вырăспа ирçе, чăваш пĕр чăмăрта!".

О. Гордеева вĕренекен районти композиторсем, поэтсем, ăсчахсем, çыравçăсем малашлăх ĕмĕтсем çуратнине çырать. Ăста çынсен тăрăшулăхĕпе район экономики тĕрекленни те палăрать сăвăсенче.

Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕнче çакнашкал сумлă юбилей асра юлассине те аса илнĕ. Хамăр пурăнакан тавралăха таса та тирпейлĕ тытмаллине çирĕплетекен йĕркесем те пур. Хăш-пĕр авторсен сăвви вара "пиçсе" çитеймен. Пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçнă чухне шухăшĕ татăлать, ритмпа рифмăсем пĕр килмеççĕ тата ытти те. Анчах конкурсантсене пурне те тав. Калăпăшĕпе илес пулсан Я. Степанов ĕçĕ курăмлă. Шухăшĕ те аван. Тĕшши те пур.

Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулти иккĕмĕш класри А. Мартышкинăпа С. Осипов та кăмăллаççĕ-мĕн сăвă çырма. Ăсталăхĕсене малалла та туптаса пыма çеç тăрăшмалла.

Первомайскинчи В. Матвеева, Туçари Г. Мулюкова, Çĕнĕ Ахпỹртри Н. Еллин, Треньелĕнчи Н. Никитина, Аслă Чементи В. Бахмисов тата ытти вуншар автор тăратнă хăйсен ĕçĕсене конкурса.

Халĕ вара жюри пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар:

Аслă ушкăнра пĕрремĕш вырăна С. Никитина (Пăлапуç Пашьел), иккĕмĕшне Я. Степановпа (Первомайски) М. Мадюкова (Çĕньял), виççĕмĕшне Н. Тинюкова (Сăкăт) йышăннă.

Вырăсла çырнисенчен Д. Салахова (Хирти Пикшик) пĕрремĕш, Г. Шрша (Шăнкăртам) иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Тутарла сăвăсенчен Р. Гайфин (Ыхра Çырми), Г. Юсупова, И. Пазюкова (Шăнкăртам) йĕркипе шутласа пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ачасен пултарулăхне _ О. Гордеева (Пăлапуç Пашьел)пĕрремĕш, Ю. Васильева (Çĕньял) иккĕмĕш, К. Селиверстрова (Аслă Чемен) виççĕмĕш вырăнсемпе хакланă. Хаçатăн çывăх номерĕсенче конкурса тăратнă чи лайăх сăвăсене кун çути кăтартса пырăпăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика