АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асĕнчен тухмасть фронт çулĕ

05 мая 2017 г.

Тури Чакăри Василий Михайлович 1923 çулхи февраль уйăхĕнче çуралнă. 14 пĕр тăван пулнă вĕсем. Выçлăх çулĕсем чылайăшне ураран ỹкернĕ. Çут тĕнчене Акулинăпа Василий çеç юлнă.

Самана пуçран шăлман ăна. Вуннăра чухне вăл Владимир облаçĕнчи пĕр ача çуртне лекнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн С. Орджоникидзе ячĕпе хисепленекен завода çакланнă. Пурнăçа сыпăнтарса яма пулнă-ха, анчах пирĕн çĕршыв çине тискеррĕн тапăннă. Вара Василий октябрь уйăхĕнче çар ретне тăнă. Çуркунне ăна Совет Союзĕн маршалĕ К. Рокоссовский ертсе пыракан фронта янă. Çак вăхăталла пирĕн çарсем чакнăçем чакнă. Кашни утăмшăн хаяр çапăçусем пынă. Ветеран паянхи кун та Курск пĕккинчи кунсене уçăмлăн куç умне кăларса тăратать. Вăл автомашинăпа пушкăсем турттарнă. Çуран çара пулăшса мĕн чухлĕ вут-çулăма кĕмен-ши ентеш?

_ Шутсăр нумайăн выртса юлчĕç çарти юлташсем вăрçă хирне. Çавна май пирĕнте курайманлăх тата та вăйлăрах çу- ралчĕ. Тăшмана кунран-кун ытларах тĕп тăвас килетчĕ. Майăн 8-мĕшĕнче Германи парăннине пĕлтĕмĕр. Çакна çĕрĕпех уявларăмăр. Кĕтнĕ çĕнтерỹ! _ куççуль витĕр аса илет Василий Михайлович.

Мĕн курни-тỹснине пурне те итлекен чĕри патне çитерес мар тĕллевпех çине-çине сурчăкне çăтать. "Фронтри шăпа маншăн ырах пулчĕ çав. Малти линире пулсан та сывах юлтăм. Шофер юлташăмсем, çар курсанчĕсем миçен вилчĕç-ши?

Пĕринче 28 салтакран улттăн çеç чĕррĕн тухайрăмăр. Вилĕм çави пĕр шелсĕр çулчĕ те çулчĕ. Малти линине снарядсем турттарнă пулсан, каялла вара вилнĕ тата аманнă салтаксене тиесе тухаттăмăр. Хăрах алăпа руле çавăрма, тепринпе карабинтан тĕллеме тỹр килетчĕ. Ларкăч айĕнче вара гранатăсем упранатчĕç", _ чуна çỹçентермелле аса илет вăрçă ветеранĕ. Пĕринче тăшмансем Брянск вăрманĕнче Василий Михайлович машинăпа пĕчченех пынине сăнанă. Ăна чĕррĕн тыткăна илме шутланă. Ентеш çухалса кайман: çине-çине пеме пикеннĕ. Çакна партизансем илтнĕ. Хăтăлнах салтак.

Вăрçă вăрçах çав. Тепринче тата çар хатĕрĕсемпе пушанса юлнă ял çывăхĕнчи айлăмран шыв урлă каçса хамăрăннисем патне иккĕ хутланă. Тĕтĕм-сĕрĕм куçа кĕнĕ. Ир енне кăштах канма шут тытнă Василий Хомуткин. Тул çутăлас умĕн машинăна вырăнтан хускатма тытăннă. Карбюратор чăхăмланă. Мĕн пур вăя пухса юсава тытăннă. Мотор ĕçлесе кайнă. Çак вăхăта нимĕçсене пирĕннисем минометран пĕр шелсĕр пенĕ. Каллех сывă юлнă Василий Михайлович.

В. Хомуткин кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, "Германие çĕнтернĕшĕн" медаль, Курск пĕккинчи тытăçусемшĕн "Паттăрлăхшăн" медаль илем кỹреççĕ. Тата 18-шне юбилей çулĕсенче панă. Вĕсен çумне "Кăтартуллă ĕçшĕн" тата "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕшĕн панисем те вырăн тупнă.

Фронтовик кайран 40 çул ытла Новгород облаçĕнчи Чудоворти пĕр заводра шоферта ĕçленĕ. Çемье архивĕнче унтан илнĕ грамотăсемпе тав хучĕсем йышлă унăн. Районти Хисеп хăми çине пĕр хутчен çеç мар лекнĕ. Хисеплĕ донор та вăл. 50 хутчен ытла хăйĕн юнне панă.

Ветеран Зинаида Дмитриевнăпа (мăшăрĕпе) каярахпа çапăçу вырăнĕсенче пĕр хутчен мар пулса курнă. Палăксемпе обелисксен умне чечек хурса çарти юлташĕсене аса илнĕ. Шел, мирлĕ пурнăçра куçĕсене хупнисем те сахал мар çав... Сывă юлнисемпе тĕл пулусене çỹренĕ. Хăшĕсен çемйисемпе çыхăну тытнă.

Алли-ури маçтăр фронтовикăн. Кивĕ мотороллертан вăл мотоблок ăсталанă. Унпа килти хушма хуçалăхра усă кураççĕ. Олегпа Сергей мăнукĕсене савăнтарать. Мăшăрăн кĕçĕн мăнукĕсем те пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика