АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхне специалистсен пулăшăвĕ

05 мая 2017 г.

Ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас енĕпе йĕркеленĕ те ĕнтĕ сывлăх министерстви куçса çỹрекен мобильлĕ поликлиникăна. Унта И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универ- ситечĕн преподавателĕсем (профессорсем), республикăри сиплев учрежденийĕсен ăста специалисчĕсем кĕреççĕ.

Врачсен бригадисем "Чăваш Ене кашнийĕ кирлĕ!" чĕнỹпе çула тухаççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем пирĕн районта та пулчĕç. Невролог, кардиолог, онколог, офтальмолог, эндокринолог, дерматолог, гастроэнтеролог, хирург, ача-пăча неврологĕ, аллерголог-иммунолог, уролог-хирург, травматолог-ортопед тухтăрсем килни мĕн тери аван. Врачсем 256 пациента йышăнма пултарчĕç. Вăл шутра çитĕннĕ 181 çынна тата 75 ачана кирлĕ сĕнỹ-канаш пачĕç.

Республикăри профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин специалисчĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кăмăллакансемпе "Сывлăх шкулĕ" ирттерчĕç. Унта 75 пациент пулчĕ.

Инçе çула çывăхлатса килнĕ врачсем вырăнта консультаци панипе çеç çырлахмарĕç, анлă квалификациллĕ тĕпчев кирлисене республика клиникисене кайма сĕнсе хăварчĕç. Вĕсенчен тĕп больницăри специалистсем те методика пулăшăвĕ илсе юлчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика