АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ сывлăх министрĕ

05 мая 2017 г.

Ытларикун пирĕн районта республикăри сывлăх министрĕ В. Викторов пулчĕ. Владимир Николаевич малтанах район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулса муниципалитет тăрăхĕнче 2017 çулта республика программипе килĕшỹллĕн ку чухнехи фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ыйтăва сỹтсе яврĕ. Çакă паха медицина пулăшăвĕ парас ĕçе тата та лайăхлатма май панине палăртрĕ.

Владимир Николаевич çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял тăрăхне кадрсемпе туллин тивĕçтерес енĕпе алă пуснă хушу çинче те чарăнса тăчĕ. Унпа килĕшỹллĕн 50 çула çитмен врачсемпе вăтам медицина ĕçченĕсем яла ĕçлеме куçса килсе пурăнмалли çурт-йĕр туянаççĕ е тăваççĕ пулсан ипотека кредитне çулталăкне 4 процент шайĕнчен çеç тỹлеттереççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: "Ял тухтăрĕ" программăпа пирĕн районта 30 ытла врач ĕçлет.

Каярах В. Викторов районти тĕп больницăна çитрĕ, (сăн ỹкерчĕкре) унти медицина ĕçченĕсемпе, сипленекенсемпе тĕл пулчĕ. Владимир Николаевич, вырăнти ĕçе тишкерсе хакланă май, хăйĕн шухăш-кăмăлне уççăн палăртрĕ.

Кунта ирттернĕ кустри семинар-канашлăва вара Юхма енсемсĕр пуçне Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсен тĕп больницисен ертỹçисем, сыв- лăх сыхлавĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Унта сиплев учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç, районсен демографи лару-тăрăвне пăхса тухрĕç, тĕллевлĕ программăсене мĕнле пурнăçа кĕртнине хак пачĕç.

Мероприятие министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсем те хутшăнчĕç.

Пĕрлехи семинар-канашлура малашлăх ĕçлемелли тĕп çул- йĕре палăртрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика