05 мая 2017 г.
Ĕнер, майăн 4-мĕшĕнче, районта ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов пулчĕ. Вăл район администраци пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тата унăн çумĕпе, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Л. Кузнецовпа пĕрле "Исток", "Батыревский", Алманчăри Н. Федоров фермер хуçалăхĕсемпе паллашрĕ. Асăннă виçĕ хуçалăх та лайăх аталанса пырать, вĕсенчен вĕренмелли те, тĕслĕх илмелли те нумай.
Министр чи малтанах "Исток" агрофирмăна тырă тата сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă çĕре çитрĕ, ĕç-хĕле еплерех йĕркеленипе тĕплĕн паллашрĕ. Агрофирма директорĕ А. Илюткин вăрлăхсене çуллен çĕнетнине, вĕсене никĕсе хывнă чухне имçамланине, хирсене минераллă удобрени сапнине, тислĕк тăкнине пĕлтерчĕ. Яваплă тапхăра пахалăхлă ирттерме тата хăвăрт вĕçлеме техника çителĕклине Сергей Геннадьевич хăй куçĕпе курса ĕненчĕ.
Районта пысăк лаптăкра çĕр улми туса илессипе "Батыревский" пĕрлешỹ тăрăшать. Ĕçлĕ ушкăнпа ытти специалистсем хуçалăхăн "иккĕмĕш çăкăр" уйне те чарăнчĕç.
_ Çĕр улми пирĕн пĕлтĕр 300 гектар йышăннăччĕ, унăн лаптăкне чакармарăмăр. "Невский" сорта 130 гектар лартасшăн, ыттине _ "гала". Пĕлтĕр, чăнах та, "иккĕмĕш çăкăр" йỹнĕ пулчĕ: 4-5 тенкĕпе, юлашкинчен пĕр тенкĕпе сутрăмăр. Кăçал хакĕ те пур, туянакансем те килсех тăраççĕ. Нумай пулмасть çеç Узбекистана, Казахстана ăсатрăмăр, _ терĕ пĕрлешỹ директорĕ П. Ялуков хирти ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă май. Унтан Петр Валерьевич ĕне-выльăх йышне ỹстернине, куллен 5 тонна ытла сĕт сутнине, пĕр килограмĕ 22 тенке ларнине каларĕ. Çавăн пекех алă-ура çавăрса пыма патшалăх пахалăхлă сĕт сутнăшăн паракан тата ытти пулăшусем те пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ.
Хуçалăхра акана иртнĕ шăматкун, апрелĕн 29-мĕ- шĕнче тухнă. Пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар ытла никĕсе хывнă. Ĕçе кал-кал пыма çĕр пĕр пек пиçсе пыманни çеç чăрмантарать. Ытти енчен йывăрлăхсем çук: техника, вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ. Механизаторсене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Пĕрлешỹре ĕçе пĕлсе тата тĕрĕс йĕркелени, технологине пăхăнни кашни утăмра сисĕнет.
Тупăш кĕртес тесе юлашки çулсенче хуçалăхсем çĕнĕ культурăсем акма пикенчĕç. Алманчăри Н. Федоров фермер тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хĕвелçаврăнăш çитĕнтерет. Сергей Генадьевич Николай Николаевичăн малашлăхри тĕллевĕсемпе паллашнă хыççăн вĕсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)