05 мая 2017 г.
Ытла та кĕске пулчĕ пурăнас кун-çулĕ Кивĕ Ахпỹртри А. Марковăн. Хаваслă та хастар каччă кирек хăш спорт ăмăртăвне те кăмăлтан хутшăннă. Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе вăл çамрăклах спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Республикăра та тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. Атăлçи Федераци округĕн призерĕ те пулнăччĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енре пĕрлештернĕ команда йышĕн- че хăйĕн пултарулăхне туптанă. Антони кире пуканĕ йăтассине те, алă вăй виçессине те, çăмăл атлетикăна та çăмăллăнах парăнтарнă.
Ентеше асра тытса тăршшĕне сикессипе ăмăртусем иртнĕ. Унта Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсен тата Шупашкар хулин спортсменĕсем хутшăннă. Хĕрарăмсем те çак спорта кăмăлланни аван. Хăйсен ỹсĕм çулĕсемпе Туçари А. Печников, Комсомольски районĕнчи А. Иванов, Кивĕ Ахпỹртри А. Логунов, Туçари З. Салмина пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Ăмăртăва хутшăннисене Антони ашшĕ _ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте _ саламланă. Мала тухнисем дипломсене, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)