12 мая 2017 г.
Килти çỹп-çапа ял çыннисем чылай чухне çырма е юхан шыв хĕррисене, усă курман лаптăксене кайса тăкаççĕ. Çулсем иртнĕçем купа пысăкланса та пысăкланса пырать. Районти санкцилемен ăпăр-тапăр пуххисене пĕтерес тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлеме пуçăннă. Çуркуннене кĕнĕренпе 26 купана _ Аслă Чементе, Патăрьелĕнче, Ыхра Çырминче, Нăрваш Шăхалĕнче, Первомайскинче, Тăрăнта, Çĕньялта _ тасатнă, тирпейленĕ. Патăрьелĕнчи Кепе юхан шыв çыранĕсене "Чун кĕртме" вара район администрацинче, Патăрьел ял тăрăхĕнче, "Авангард" хаçат редакцинче ĕçлекенсем тата ыттисем те тухрĕç. Ай-тур-тур! Мĕн кăна çукчĕ-ши унта! Ĕнерхи кун çеç тупăнмарĕ. Ялсенчи кỹлĕсемпе çыран хĕррисене те пурте пĕрле кар тăрса тухса тасатсан аван пулмалла. Ун чухне кă- вакалсемпе хурсем те шывра ярăнса кăна ишсе çỹрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)