12 мая 2017 г.
Çу уйăхĕ çитрĕ пулин те çанталăк ăшăтма васкамасть-ха. Ваттисем: "Май уйăхĕнче майра шăнса вилнĕ", _ тесе калани тĕрĕсех. Апла пулин те çамрăксем шашлăк сезонне уçнă. Уçă сывлăшра, кăвайт умĕнче ушкăнпа ларма хаваслă, анчах инкек курас мар тесен асăрханулăх пирки манмалла мар. Вăрманта е ун çывăхĕнче вут чĕртсен сỹнтермесĕр, тăпрапа хупласа хăвармасăр пăрахса кайма юрамасть. Çавăн пекех çỹп-çап куписене, типнĕ курăка ял хуçалăх çĕрĕнче, çул айккипе çитĕнекен йывăçсен, чукун çул çывăхĕнче çунтармалла мар. Йĕркене пăсакансене 1000-1500 тенкĕ, должноçри çынсене 6-15 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 150-200 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.
Республикăра пушара хирĕçле режим вăхăтĕнче РФ Кодексĕн 20.4 статйипе килĕшỹллĕн штрафсен хисепĕ икĕ хут ỹсет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)