АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялавăмăр миршĕн çĕклентĕр, Юратнă çĕршыв тĕреклентĕр!

12 мая 2017 г.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 13 миллион ача вилнĕ. 19 миллион хĕрачапа арçын ача ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вĕсен ачалăхне вăрçă "таптанă".

Районти тĕп библиотекăна вăрçă нушине тỹснĕ аслă аппасемпе пиччесем "Вăрçă ачисем _ Çĕнтерỹ ачисем" тĕл пулăва пухăнчĕç. Вăхăтĕнче выççа, сивве, йывăрлăха чăтса ирттернĕ аслă ăру хастарĕсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов уяв ячĕпе саламларĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, ветерансен канашĕн председателĕ И. Хитров, пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Т. Полякова чуна пырса тивекен ăшă сăмахсем çитерчĕç. "Вăрçă ачисем" обществăлла организаци председателĕ В. Петров историе çырăнса юлнă манăçми кунсене тепĕр хут куç умне кăларчĕ.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçура Сăкăтри И. Ильин, Именкассинчи П. Малов, Шăнкăртамри Г. Хуснутдинова, Патăрьелĕнчи Е. Юлдашева, Ю. Чернышова, Р. Минина, М. Теребилова тата ыттисем те куççуль витĕр иртнĕ ачалăха, пиччĕшĕсене, ашшĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнине аса илчĕç. Централизациленĕ библиотека тата клуб системин ĕçченĕсем вăрçă ачисене çав вăхăта сăнласа çырнă сăвăсем вуласа пачĕç, иртнĕ ĕмĕр юррисене аса илтерчĕç. Пурте пĕрле "Катюша" юрра шăрантарчĕç.

х х х

Кĕçĕн Арапуç.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çавăн пекех Кĕçĕн Арапуç ялĕнче Çĕнтерỹ уявне чысласа ирттернĕ митинга хутшăнчĕ. Кунта пурăнакансене çак ятпа Рудольф Васильевич, республикăри çар комиссарĕ А. Мок- рушин, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Чăваш Республика Пуçлăхĕн советникĕ Л. Кураков, Улатăр-Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ С. Пегасов протоиерей, депутатсем, ытти яваплă çынсем, ял халăхĕ, вĕренекенсем саламларĕç. Хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтармарĕ пулин те ватти те, вĕтти те вăрçă хирĕнче пуç хунисене чыслама палăк патне утрĕ.

Иртнĕ çул çак ялта П. Маркиданов староста пуçарăвĕпе çĕнĕ палăк уçнăччĕ. Кăçал вара артиллери пушки вырнаçтарнă.

х х х

Тутар Сăкăт.

Ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 420 çын алла хĕç-пăшал тытнă. Вĕсенчен çуррине яхăн киле таврăнайман. Паянхи куна вара пурĕ те виçĕ участник çеç юлнă. Шкул стадионĕнче тыл тата вăрçă ветеранĕсем вĕренекенсен парадне пăхнă хыççăн пурте пĕрле палăк умне утрĕç. Кунта уяв ячĕпе ял тăрăх пуçлăхĕ М. Хакимов, район пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, вырăнти депутатсен пухăвĕн председателĕ Х. Сабитов, шкул директорĕ Г. Сабитова, учитель-ветеран Т. Айзатуллов, аксакалсен ячĕпе Галиаскар-хазрат саламларĕç.

х х х

Туçа.

Мухтав монуменчĕ патне халăх вĕçĕ-хĕр- рисĕр утрĕ. Тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем... Паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисене асра тытса пуçтарăнчĕç. "Вилĕмсĕр полк" чылайăшĕн вăрçăра пуç хунă тăванĕсене куç умне кăларса "тăратрĕ". Кашни çемьене тенĕ пекех хурлăх кỹнĕ вăрçă. Çакна хăйĕн сăмахĕнче тыл ĕçченĕ А. Сеприханова та палăртрĕ. Çар службин тата Афганистан вăрçин ветеранĕ А. Мулюков яланах çĕр çинче мир пултăр терĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Уг-лев, "Звезда" кооперативпа "Тойсинская" çĕр ĕç фирмин ертỹçисем А. Торговцевпа Г. Рубцов тата ыттисем те паянхи ĕмĕрте пурăнакансемшĕн тăнăç пурнăç мĕн тери ырлăх пулнине палăртрĕç.

Уçă сывлăшра пĕçернĕ "Салтак пăтти" вара Çĕнтерỹ уявĕн йăлине малалла тăсниех пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика