АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну эстафетине кăмăлтан хутшăнчĕç

12 мая 2017 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен руководителĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлу Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 72 çул çитнине еплерех уявланине хак панинчен пуçланчĕ.

_ Пĕтĕмĕшле илсен уяв кашни ял тăрăхĕнчех ăнăçлă иртрĕ. Патăрьелĕн- чи митингран халăх кăмăлтан саланчĕ, кăнтăрла та, каçхине те çывăх çыннисемпе, юлташĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле савăнчĕ. "Вилĕмсĕр полкри" паттăр салтаксен йышĕ тата нумайланни халăх çак уявăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланиех тесе шутлатăп.

Уяв хыççăн тепĕр кунхине ирхине ултă сехетрех район центрĕпе иртрĕм. Çĕнĕ кун пуçламăшне те ырăпа хак паратăп: яваплă çынсем ирпе-ирех йĕри-тавралăха тирпейлеме, тасатма, çỹп-çапран йĕркене кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Пăхма та кăмăллă. Уява ирттерес тĕлĕшпе сахал мар тимленĕ оргкомитет членĕсене, Патăрьел ял тăрăхне тав тумалăх пур, _ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Канашлурах район администрацин структура подразделенийĕн ертỹçисем иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх плансемпе паллаштарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика