16 мая 2017 г.
ВИЧ инфекцийĕнчен асăрханас тĕллевпе майăн 15-21-мĕшĕсенче республикăри Роспотребнадзор управленийĕ "хĕрỹ лини" ирттерет. Çавна май кашнийĕ хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51 номерлĕ телефонсемпе çыхăнса татса пама пултарать. Районта ку енĕпе специалист 5-03-45 номерпе ларать.
Вируслă инфекци чирĕнчен асăрханмаллах. Иккĕленетĕн пулсан врач патне каймалла. Çийĕнчех татăклă утăм туни чиртен сипленме май парать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)