АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывлă сĕт калаçтарать, шăв-шав та кăларать

16 мая 2017 г.

 Сĕт хакĕ ял çыннишĕн кивелмен ыйту тесе калас килет. Юлашки çулсенче вăл çивĕчленсе çеç пырать. Кăçал хĕлле ăна предпринимательсем 22-23 тенкĕпех туянчĕç, паян та пĕчĕкех мар _ 18-19 тенкĕ. Кашни уйăхра "чĕрĕ" укçа кĕнипех ĕнтĕ халăхра 2-3 е ытларах ĕне усракансем нумайланчĕç. Мăйракаллă выльăх тытакансен ĕçĕ те çителĕклех: ирпе ирех тăрса сĕт сумалла, витене тасатмалла, çулла халтан кайиччен курăк хатĕрлемелле тата ытти те. Пĕр ĕнерен уйăхра вăтамран 8-9 пин тенкĕ кĕнине шута илсен укçи-тенки аванах пек. Çавăнпах выльăх усрама хавхаланса тăрăшать. Шел пулин те, укçине илнĕ чухне кăмăла хуçакан тĕслĕхсем тупăнаççĕ.

Ялта кашни çын пĕр-пĕрне лайăх пĕлет. Çавăнпа та патшалăха кам мĕнле сĕт сутнине те пытарма çук. Паян-ыран пăрламалли ĕне хуçисем куллен 20-шер литр сĕт илсе тухни нумайăшĕн чĕрине ыраттарни каламасăрах паллă. Типĕ сĕте шывпа пăтратса параççĕ иккен кун йышшисем. Çемье бюджетне пуянлатас тесе намăсран хăрамасăрах сĕте шывпа "авлантаракансем" те, хăймине пухса илнĕ хыççăн тин сутакансем те пур. Укçине вара пурте таса чун-чĕрепе сĕт паракансемпе пĕр пекех илеççĕ. Çакă калаçтарать, пăшăрхантарать.

Нумай пулмасть районти ветеринари специалисчĕсем ятарласа ирхине сĕтсене шыв хушнипе хушманнине пĕлме тĕрĕслеве тухрĕç. Патăрьелĕнчи Советски урамĕнче пурăнакансем районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникне П. Ефимова тата Е. Шуряшкина ветеринари врачне курсан: "Сĕт пахалăхне час-часах тĕрĕслемелле, кун пек чухне ултавçăсем те сахалланĕç", _ терĕç.

"Тĕрĕслев вăхăтĕнче çынсем сĕте 3 процентран пуçласа 36 процент таран шыв хушни палăрнă".

Районĕпе март уйăхĕнчен пуçласа майччен 987 проба илнĕ, "Клевер-2" аппаратпа пăхнă хыççăн 162-не шывпа шĕветни палăрнă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнчи кăтартусене курсан вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Ыхра Çырминче 20 пробăран 12-не (60 процент!) "авлантарнă". Ыттисем пирки те асăнмасăр иртме май çук. Первомайски ял тăрăхĕнче патшалăха сĕт паракансенчен 15 проценчĕ, Çĕнĕ Ахпỹртре _ 20, Пăлапуç Пашьелĕнче _ 28, Ишлĕре _ 6, Сăкăтра _ 20, Тутар Сăкăтĕнче _ 50, Шăхачра _ 9, Аслă Чементе _ 3, Туçара _ 47, Шăнкăртамра _ 44, Çĕньялта _ 10, Турханта _ 7, Нăрваш Шăхалĕнче - 17, Патăрьелĕнче _ 2, Кзыл Чишмара _ 9, Тăрăн ял тăрăхĕнче 3 процент тупса палăртнă. Ку "алана" халь пурте лекмен-ха, унсăрăн вĕсен йышĕ тата пысăкрах пулатчĕ. Кăтартусене предпринимательсене алăранах тыттаратпăр, _ тесе пĕлтерчĕ П. Ефимов .

Лавккаран е пасартан никамăн та пахалăхсăр тавар туянас килмест, хамăр вара темшĕн хулара пурăнакан ачасене, тăвансене шывлă сĕт ĕçтеретпĕр. Ĕне усракансем килĕсенче хăймапа çу уçлама манса пынине шута илсен пахалăхсăр продукцирен тунă çимĕçсене хăйсем те çиеççĕ. Тен, çакă кăштах та пулин шухăшлаттарĕ улталаса укçа кĕртес текенсене?

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика