16 мая 2017 г.
"Авангард" хаçатăн апрелĕн тăваттăмĕшĕнче "Çула тухсан çул такăр пултăр" материал пичетленсе тухрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов районта хăш-хăш ялта çул тăвасси, юсав ĕçĕсем пирки тĕплĕн каласа панă. Интервьюна вуласа тухнă хыççăн манăн та хамăн шухăшсемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарас килчĕ. "Ял территорисене аталантарасси" программăпа кăçал 9 яла хытă сийлĕ çулсем сарма палăртнă, хăшĕсенче ĕçлесси те паллă. Çакăнта пурăнакансене ку питĕ пысăк парне. Анчах та ял тăрăх пуçлăхĕсем, депутатсем, ял старостисем çул айккипе йывăçсем лартасси пирки шухăшланă-ши? Вăрман тăрăхĕсем пулсан тăван тавралăх та симĕсленĕ, çулсем аслăланнăçем уçăлса çỹреме те кăмăллă пулĕ. Ун пек чухне хăватлă техникăна та урамсене кĕртсе çĕмĕрттермелле мар, мĕн пуррине, туса панине упрама пĕлмелле.
Ялта йывăç нумай пулни сывлăхшăн та питĕ усăллă, чир-чĕ- ре хирĕç кĕрешме те çăмăлрах. Манăн пĕр юлташа ỹпке чирĕ нушалантарма пуçланăччĕ. Тухтăрсем ăна хыр вăрманĕнче ытларах пулма хушнă. Аслă пĕ- лỹллĕ тусăм вырăнта ĕçлетчĕ, анчах та вăрманта ахаль çỹриччен тесе ял кĕтỹçне вырнаçрĕ. Халь вăл 80 çула çитсе пырать, сывлăхĕ те аптăрамасть.
Районти 59 ялта пурăнакан çын асфальтлă çул, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти хăтлăх туса парасса кĕтет. Кашнийĕн лайăх пурнăçпа пурăнас килет-çке. Апла пулсан хамăрăн та тăван кĕтес илемлĕ пултăр тесе тăрăшмалла.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)