АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул тимлĕх юратать

16 мая 2017 г.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, шкулта вĕренекенсем çул-йĕр правилисене мĕнле ăша хывнине тĕрĕслес, автомашинăсем çỹрекен çĕрте инкек-синкекрен асăрхаттарас, çитĕнекен ăрăвăн тимлĕхне ỹстерес тĕллевпе ирттереççĕ çулленех районти çамрăк инспекторсен "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурсне. Ăна шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕпе районти ачасен ăсталăх çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелеççĕ.

Конкурса Туçари, Сăкăтри, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Первомайскинчи, Алманчăри, Ишлĕри, Кивĕ Ахпỹртри шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсене Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх тĕп инспекторĕ А. Петров полици майорĕ, районти ачасен ăсталăх çурчĕн директорĕ И. Полякова, Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкул ертỹçи А. Логунов, ОБЖ тата физкультура учителĕ П. Рыбкин, аслă вожатăй-вĕрентекен Л. Кошкина саламларĕç.

Çĕршыври çул-йĕр инкекне пула куллен сахал мар çын вилет. Статистика кăтартăвĕсем ытларах чухне вĕсенче çул çỹрекенсем айăплине çирĕплетеççĕ. Вĕсем правилăсене пăхăнмаççĕ-мĕн. Ачасен вара хăнăхăвĕ те, пĕлĕвĕ те çитмест. Çавна май профилактика ĕçĕ кирлех. Кун пирки тĕп патшалăх инспекторĕ А. Петров çакăн пек çирĕплетрĕ: "Тимлĕхе ỹстермелле ачасен. Çуран çỹремелли йĕркесене çирĕппĕн пăхăнмалла. Çак çитменлĕхе пула аварисем пулаççĕ. Иртнĕ çулхи 4 уйăхра пĕр ача çул-йĕр çинчи инкеке лекнĕччĕ. Кăçал çакнашкал тĕслĕх иккĕ пулчĕ. Шкула велосипедпа килекенсем йышлă. Вĕсен те аслă çынсем пекех правилăсене пĕлмелле, пăхăнмалла".

Конкурсра пилĕк тĕрлĕ тĕрĕслев урлă каçмалла пулчĕ ачасен. Кĕçĕн классенче çеç вĕренеççĕ пулин те пурте тавçăруллă, пултаруллă, харсăр хăйсем. Çул-йĕр правилисене Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта (конкурс çак шкулта иртрĕ) вĕренекенсем пилĕк пỹрне евĕр пĕлеççĕ. Пĕрремĕш пулăшу парассипе те, велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе те, ăсталăх конкурсĕнче те маçтăр пулчĕç вĕсем. "Автомашинăсен хулинче" Турхансем шанчăклă "ярăнчĕç".

Пĕтĕмлетỹ хыççăн Кивĕ Ахпỹртсем каллех çĕнтерỹçĕ пулни палăрчĕ. Сăмах май, çамрăк инспекторсем çуллен район чысне республикăра хỹтĕлеççĕ. Пĕр хутчен çеç мар Чăваш Ен ятне те çỹлелле çĕклерĕç. Çакăнта чăн малтан педагогика коллективĕн тăрăшулăхĕ те курăнать.

Иккĕмĕш вырăна Алманчăри (ертỹçи С. Чихина), виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи (Т. Калькина) çамрăк инспекторсем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика