19 мая 2017 г.
ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче йĕрке хуралĕн кантурне Çĕнĕ Шупашкарти пĕр пенсионерка тата Йĕпреç районĕнчи пĕр çамрăк кĕсье телефонĕн шăнкăравĕпе ултав серепине çакланни çинчен хыпар çитнĕ. Çавна пула шăнкăрава тĕрĕслемесĕрех тата иккĕленчĕк шухăш çуратмасăрах пĕр палламан çынсене пĕри 78 пин, тепри 12 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Хăйсен карточки çинче "кĕмĕлĕ" çитейменнипе кỹршисенчен илнĕ. Халĕ шыра та туп ултавçăсене.
Палламан çын сире улталанине туйсан полицие "02" е "102" номерсемпе çийĕнчех шăнкăравлăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)