19 мая 2017 г.
Çулсерен Раççейре чылай çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет, вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Чăваш Республика территорийĕнче те, тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 3,5 проценчĕ вируслă иккен. Вăл çынна лексе чирлеттерме пултарать. Сăвăс çыртнипе пуç мими шыçать. Ку хăрушă чир. Ỹт-пỹ температури 38-39 градус таран ỹсме пултарать, çынна шăнтать, куç шăрçи хĕрелет. 3-5 кунтан аташтарать. Чирлĕ çынна хăвăртрах сиплев учрежденине леçмелле.
Темĕнле асăрхансан та сăвăс ỹт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан, çийĕнчех ăна туртса кăларма тăрăшмалла. Вăл ларакан вырăна тип çу тумлатмалла. Çапла тусан унăн сывлăш çулĕ чарăнать. Сăвăса асăрханса пинцетпа е çиппе туртса кăлармалла. Пĕр пайĕ ỹтре юлсан таса йĕппе чакаламалла.
Г. ПЕРЕПЕЛКИНА, врач-эпидемиолог пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)